Пушă çуртсем пирки пĕлтерме васкаççĕ

Республика Пуç­лăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăç­ласа Чăваш Енре усă курман куç­ман пурлăх хуçисене палăртас тĕллевпе пуçарнă «Халăх инвентаризацийĕ» акци малалла пырать.

Çак эрне пуç­ламăшĕ тĕлне Шупашкар районĕнче куç­ман пурлăхăн усă курман 24 объектне тупса палăртнă. Вĕсенчен 7-шĕ – муниципалитет харпăрлăхĕнче, 10 – уйрăм çынсен, 7-шĕн пушшех те хуçисем çук. Райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен çак объектсенчен тăваттăшĕ тĕлĕшпе граждансен çыру йĕрĕпе тĕрĕслевсем пуçарнине пĕлтерчĕç. Ял илемне пăсакан çуртсемпе кам кăмăллă-ши? Акцие кирек кам та хутшăнма пултарать. Хуçасăр, пушă е пачах усă курман объектсем пирки хыпарсене çак адреспа йышăнаç­çĕ: Чăваш Республики, Кÿкеç поселокĕ, Шоссейная урам, 9-мĕш çурт, 5а пÿлĕм. Телефонпа та шăнкăравласа пĕлтерме май пур: 8(83540) 2-50-77, электрон адреспа çырса та: checonom4@cap.ru.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости