Пылчăк та, шыв та хăрушă мар!

Чăрăшкасси трасси çинче Аслă Çĕнтерĕве халалласа ытларикун джип-спринт иртнĕ. Руль умне ларакансем сăртлă, шывлă трассăна хыçа хăварса 3 çаврăм тунă – 2 çаврăмăн чи лайăх кăтартăвĕсене шута илсе чи ăста гонщиксене палăртнă.

Тупăшăва Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕсем кăна мар, кÿршĕ регионсенчи Хусан, Йошкар-Ола, Волжск, Чистополь хулисенчи автомобиль спортне кăмăллакансем те хутшăннă. Машина ураписем айĕнчен пылчăк сирпĕннине пăхмасăр палăртнă дистанцие вĕçне çитиех тухассишĕн тăрăшнă спортсменсем. Тăвайкки, сăрт, юхан шыв – нимĕн те чăрмав мар вĕсемшĕн.

«Модифицированные» класра 12-ĕн тупăшăва хутшăннă. «Нивăпа» пыракан Шупашкар çынни А. Козлов малти вырăна тухнă. Финиша ун хыççăн çитекенсем – кÿршĕ регион çыннисем. «Стандарт» класра руль умне ларакансен йышĕ тата нумайрах пулнă, пурĕ – 22-ĕн. Унта Шупашкарти И.Смельцова çитекенни пулман. Хусантан килнĕ хăнасем пьедесталăн 2-мĕшпе 3-мĕш картлашкисем çине хăпарнă. Ентеш, Кÿкеç çынни Юрий Михайлов ăмăртура 8-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости