Пысăк пулăр!

Сире аталанма майсене пурнăçа кĕртсе пырăпăр

Çуллан пĕрремĕш кунĕнче пĕтĕм тĕнчипех Ачасене хÿтĕлемелли куна паллă тăваççĕ. Ку – савăнăçлă уяв кăна мар, обществăна ачасен прависене хÿтĕлемелли çинчен аса илтермелли сăлтав та. Июнĕн 1-мĕшĕнче районта та тĕрлĕ мероприяти иртрĕ, вăйă площадкисем уçăлчĕç.

Ача-пăча сассипе тулнă Кÿкеçри культура çуртĕнче уяв кунĕ савăнăçлă концертпа асра юлчĕ. Кунта кĕрсенех районти тĕп библиотека йĕркеленĕ Экоплощадка илĕртрĕ. Ăна темиçе зонăна пайланă. «Яланах хĕвел пултăр!», «Ан çÿпĕле!», «Йăвари кайăк-кĕшĕк çăмартисене ан тĕкĕн!», «Кăвайта сÿнтермесĕр ан хăвар!» тăван тавралăха упрама, юратма чĕнсе калакан сăмахсене ачасем Экойывăç «çулçисем» çине çырчĕç. «Йывăçсем ларт», – çакăн пек йĕркесемччĕ Кÿкеç лицейĕн 3-мĕш класс вĕренекенĕн Юлия Никитинăн «çулçи» çинче. «Асаннепе Эсеккассинче пан улми, груша йывăççи, хурăн лартнă эпĕ», – тет шкул ачи хăй сăмахĕсене ĕçĕсемпе çирĕплетсе.

Çуллахи вулавăш залне, вĕсем уçă çĕрте пулĕç, йыхравлакан курав та хăй умĕнчен чарăнмасăр иртме памарĕ. Экологи темипе районти ачасем «Вĕсем пире юлташ пулма сĕнеççĕ» конкурса ярса панă чи лайăх ĕçсемпе те паллашма май пулчĕ. Лепĕш евĕрлĕ кĕнеке хăйăвĕсене вара ачасем хăйсем ăсталама пултарчĕç. Тупмалли юмах тупсăмне тупнăшăн канфет çирĕç.

Ачасене уявпа саламлама сцена çине Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев та хăпарчĕ. Çак уяв чи кĕтни, чи пĕлтерĕшли, чи хĕвелли пулнине палăртрĕ вăл. «Паян ачасемшĕн чи пархатарлă вăхăт, çуллахи каникул пуçланчĕ. Шкул пĕтерекенсем пирĕншĕн, çитĕннисемшĕн, ачасемех ĕнтĕ, вĕсене экзаменсенче ăнăçу сунатпăр», – терĕ Владимир Павлович. – Районти кашни ял тăрăхĕнче ача сачĕ пур. Унта шăпăрлансем общество пурнăçĕнчи пĕрремĕш утăмĕсене тăваççĕ. Малашне те çамрăк ăрăвăн пултарулăхне аталантармалли майсене пурнăçа кĕртсе пырăпăр». Владимир Димитриев ачасене тăван тавралăх тасалăхне упраса хăвармаллине аса илтерчĕ.

Кăшавăш ял тăрăхĕнчи Вăрăмту ялĕнче 1800 тăваткал метрлă çĕр лаптăкне тÿлевсĕр илме ирĕк паракан сертификата Владимир Димитриев аллинчен илни Яргунинсен нумай ачаллă çемйишĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Унта вĕсен хушма хуçалăх тытма та ирĕк пур. Сергейпа Светлана Яргунинсем виçĕ ывăл ÿстереççĕ. «Çемье пысăк», – тет хĕрарăм. Çĕр лаптăкĕ çинче пахча çимĕç çитĕнтерес шăхăш пуррине пĕлтерчĕ вăл. Виçĕ ывăл хушшинче тепĕр хĕр пулсан татах та лайăххине те пытармарĕ.

Савăнăçлă самант малалла концертпа тăсăлчĕ. Сцена çинче шкул ачисемпе танах ача садĕнчи чи пĕчĕккисен ушкăнне çÿрекенсем те хăйăсен пултарулăхне кăтартрĕç. Мультфильмсенчи сăнарсене вара шăпăрлансем хаваспах йышăнчĕç. Çак кун залра ачасен сасси самантлăха та шăпланмарĕ.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости