Пьедестал çинче – 6 команда

Ăмăр та çумăрлă çанталăка пăхмасăрах иртнĕ шăматкун халăх Шупашкарти «Олимпийский» стадиона кĕпĕрленсех утрĕ. Çамрăкки, ватти, шкул ачисемпе студентсем – стадион пурне те хапăл пулчĕ. Сăлтавĕ те пур – кунта пресса спорчĕн фестивалĕ – Андриян Николаев летчик-космонавта халалланă «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн пыракан эстафета – иртрĕ. Çак пысăк шайри мероприятие 4 пине яхăн çын хутшăнчĕ.

Хăнасем – сумлă

«Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн пыракан çак эстафетăна пуçласа 77 çул каялла йĕркеленĕ. Ăна чи малтанах тĕрлĕ редакцире вăй хуракансене валли пуçарни паллă. Çулсем иртнĕçемĕн унăн шайĕ ÿссех пынă, вăл çав тери пысăк та курăмлă спорт мероприятийĕсен шутне кĕнĕ. Халĕ фестиваль икĕ тапхăрпа иртет — чи малтанах республикăри район тата хула хаçачĕсен призĕсене çĕнсе илессишĕн суйлав ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Вĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрнă командăсем вара спорт фестивалĕнче тупăшаççĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене, вĕсемшĕн «чирлекенсене», спортсменсене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев фестиваль пĕлтерĕшĕ çулран-çул ÿссе пынине палăртса ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех спортсменсен умне ăшă сăмахсемпе сумлă хăнасем, тĕрлĕ çулсенчи олимп чемпионĕсем Владимир Воронковпа Юрий Борзаковский, вăлах Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, тухрĕç. Вĕсем Чăваш Ен çĕршыври спорт чи вăйлă аталаннă регионсенчен пĕри пулнине палăртса хăварчĕç. Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ ÿссе пыни те республикăра массăллă спорта тата спорт инфраструктурине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет.

Редакци ĕçченĕсем – пĕрремĕш!

Йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăрту VIP-чупуран пуçланчĕ. Сумлă хăнасем – вĕсен шутĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Владимир Воронков, Юрий Борзаковский, Елена Николаева олимп чемпионĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, муниципаллă пĕрлешÿсен администраци пуçлăхĕсем, депутатсем старт илсе 400 метрлă дистанцие парăнтарчĕç.

Пурĕ ăмăртусем 16 ушкăнта иртрĕç. Республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинчи хĕрÿ тупăшура «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çумăр тăкнине пăхмасăрах Любовь Семеновăпа Елена Дадюкова пай редакторĕсем, Илья Кузьмин водитель тата штатра тăман корреспондент старта тухрĕç. Кашнинех 100 метрлă дистанцие парăнтарма лекрĕ. Чи малтанах Любовь Семеновăна чупма лекрĕ. Старт панă хыççăн такăнкалакансем те пулчĕç, Любовь Петровна вара çиçĕм пек вирхĕнсе пырса палăртнă дистанцие иккĕмĕш чупса çитрĕ. Иккĕмĕшпе пĕрремĕш пыракан журналистсен хушшинче хĕрÿ тытăçăва сывламасăр тенĕ пек сăнарĕç куракансем. Финишра «Тăван Ен» каччи пурне те хыçа хăварса пĕрремĕш çитрĕ!

Çĕнтерÿçĕсем палăрчĕç

Район территорийĕнчи спортпа туслă çемьесем те хастарлăх кăтартрĕç. 7 çулчченхи ачасемпе Лапсар тăрăхĕнчи Родионовсен çемйине çитекен пулмарĕ. Вĕсем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕç. Кÿкеçри Цветковсен çемйи вара прессăн спорт фестивалĕнче пĕрремĕш хут мар. Çемье пуçĕ каланă тăрăх, вĕсем 5-мĕш çул асăннă ăмăртăва хутшăнаççĕ, кашни çулах çĕнтерÿçĕсен ретне лекеççĕ. Кăçал Павелпа Марина Цветковсем тата вĕсен ывăлĕ Лев пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çинче пулчĕç. Мăшăрăн тепĕр ывăл та çитĕнет, эппин çамрăк çемьен тата темиçе çул район чысне хÿтĕлеме шанăç пур.

Шупашкар район чысне хÿтĕленĕ 8 командăран 6-шĕ çĕнтерÿçĕсен ретне лекрĕ. Тăрăнти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул та хăйĕн темиçе çулхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕ – пĕрремĕш вырăна тухрĕ! Кунта физкультура предметне вĕрентекен Альбина Филиппова чăннипех те ачасемпе мухтанма пултарать – Тăрăн шкулĕнче вĕренекенсем пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ. Вăтам шкул командисен хушшинче Тренккасси шкулĕнче вĕренекенсем 4-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Пьедестал çине çавăн пекех Шупашкар районĕн пĕрлешнĕ команди (2-мĕш вырăн), Кÿкеç ял тăрăх команди (3-мĕш вырăн) хăпарчĕç. Район чысне хÿтĕленĕ тепĕр команда – райадминистраци команди – 4-мĕш пулчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, Кубоксемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости