Пĕлместĕн – явап тытатăн

Должноçри çынсен, юридици сăпачĕсен законсен кашни сас паллине пăхăнмалла, унсăрăн явап тытасси аякра мар. Акă районта пулса иртнĕ пĕр тĕслĕхпе паллашар. «Юрма» Агрохолдинг» ООО пĕлтĕрхи сентябрь вĕçĕнче П.-па ĕç килĕшĕвĕ тунă, урăхла каласан, ăна ĕçе илнĕ. Предприяти пуçлăхĕ çакăн пирки ЧР суд приставĕсен управленине хыпарламан. Çакă вара «Коррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен» закона пăсни шутланать. Унпа килĕшÿллĕн граждански служащий пулса ĕçленĕ специалиста ĕçе илсессĕн вунă кунра юлашки ĕç вырăнне çакăн пирки пĕлтермелле. П. вара пĕлтĕрхи июнь уйăхĕччен шăп та лăп çакнашкал статуслă пулнă – суд приставĕнче тимленĕ.

Шупашкар район прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешесси пирки калакан закон йĕркине пăснă тĕслĕхе ĕнентерсе панă: «Юрман» директорне РФ КоАПĕн 19.29 статйипе айăпланă. 22 пин тенкĕ штраф тÿлемелле – çакнашкал йышăну кăларнă миравай судья.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости