Пĕрлĕхре – пирĕн вăй

Чăваш Ен паянхи кун 128 национальноç, 8 этноушкăн тата 14 конфесси çыннисене пĕр çĕре пĕтĕçтерет. Халăхсен хушшинчи туслăх, пĕрлĕхпе патриотизм туйăмĕ – мирпе килĕшÿ никĕсĕ пулса тăрать те. Республикăри халăхсен наци культурине аталантарса сыхласа хăварас, нацисемпе конфессисен хушшинчи килĕшÿпе мире малалла çирĕплетес тĕллевпе иртнĕ шăматкун Чăваш Енре пурăнакан халăхсен пĕрремĕш съезчĕ иртрĕ. Уява Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Туслăхпа килĕшÿ пуç пултăр

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн фойи мероприятие хутшăнакансене тĕрлĕ куравпа кĕтсе илчĕ. Кунтах республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне сăнлаканнисем, чăвашсен, тутарсен, ирçесен, армянсен тата ытти халăхăн апат-çимĕçĕпе, тумтирĕпе, культурипе паллаштараканнисем пулчĕç, ал ĕçĕсем, художниксен кисчĕ витĕр тухнă ÿкерчĕксем хăйнеевĕрлĕхĕпе хăнасене илĕртрĕç. Куравра пирĕн ентеш те – РФ тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова, тата районти «Паха тĕрĕ» фирма хăйсен ĕçĕсемпе палăрчĕç.

Чи малтанах ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ватăсен канашĕн председателĕ Лев Кураков сăмах илчĕ, съезд республикăри халăхсен пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртса хăварчĕ. «Тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан пирĕн çĕршыв пуринчен те вăйлăрах пулĕ, çирĕппĕн аталанса малалла сулмаклă утăмпа пырĕ», – терĕ вăл. «Республикăра тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ тĕн çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнса вăй хураççĕ. Анчах юлашки çулсенче мăн асаттесем упраса пыракан ырă йăласем манăçма пуçларĕç, терроризмпа экстремизм юхăмĕсем палăрма тытăнчĕç. Çак тÿнтерлĕхе пĕтерме халăхсен съезчĕ пулăшмалла. Вăлах халăхсен туслăхне çирĕплетме, конфессисен çыхăнăвне вăйлатма май парĕ», – палăртрĕ ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Константин Яковлев.

«Эпир пурте вăйлă та çирĕп, аталанса пыракан çĕршывра пурăнасшăн! Республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен культури, чĕлхи, йăли-йĕрки – пирĕн пуянлăх! Пĕрле пулсан эпир нумай ĕç пурнăçлаятпăр! Пĕрлĕхре – пирĕн вăй!» – терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Съезда хутшăнакансене уяв ячĕпе Раççейре пурăнакан халăхсен Ассамблейин канашĕн Председателĕ Светлана Смирнова, Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава, Мускав хулин муфтийĕ Альбир Крганов, РФ Общество палатин членĕ Николай Дроздов тата ыттисем саламларĕç.

Мир, килĕшÿ пултăр

Чăваш Енре тĕрлĕ халăх туслă пурăнать. Шупашкар районĕ те чăвашсемпе вырăссемшĕн кăна мар, ытти халăх çыннишĕн те тăван кил пулса тăчĕ. 2010 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççей çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе районта 44 наци çынни пурăнни паллă. Чăвашсемпе вырăссем хыççăн чи нумай йышлисем – тутар, украина, молдаван, ирçе, грек, армян халăхĕсем. Акă, сентябрĕн 12-мĕшĕнче мăсăльмансем Курбан Байрам уявне паллă турĕç. Çак кун вĕсем инкек-синкек, чир-чĕр ан çулăхтăр тесе Хăйсен туррине парне кÿреççĕ. Ир-ирех тăрса çăвăнса тасалаççĕ, таса тумтир тăхăнса ирхи кĕлĕ вулама мечете çул тытаççĕ. Ун хыççăн килĕсене е пĕр-пĕрин патне хăнана каяççĕ, пĕр-пĕрне парнесем кÿреççĕ.

Республикăра пурăнакан Халăхсен съездне районтан 20 делегат хутшăнчĕ. Мĕнле кăмăл-туйăм çуратрĕ-ха халăхсен съезчĕ вĕсенче? «Питĕ кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Пур наци çыннисене пĕр çĕре пухни мана халăхсен хутшăнăвĕ çине çĕнĕлле пăхма май пачĕ. Çĕршывра килĕшÿ, мир пулсан пире никам та çĕнеймест, эпир пуринчен те вăйлă!» – чĕрере мĕнле туйăмсем çуралнине пытармарĕ Ассакасси ялĕн старости Татьяна Максимова.

Шупашкар хулинче пурăнакан Досай Таскараев казахшăн та Чăваш Ен ют мар. Вăл кунта 30 çула яхăн ĕçлесе пурăнать. Чăваш хĕрĕпе çемье çавăрнă, ачасене пурнăç панă. «Чăваш Республики маншăн çывăхран çывăх, кунтан куçса каяс шухăшсем те çук. Çакăнти халăх ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе уйрăлса тăрать, туслăха мала хурать. Съездра пулса курса республикăри халăхсем килĕшÿре пурăннине, пĕр-пĕрне хисепленине тепĕр хут курса ĕнентĕм», – шухăшĕсене пĕлтерчĕ вăл.

Сăмах май

Съезда пухăннă халăх Республикăра пурăнакан халăхсен Ассамблейин Председательне Лев Куракова суйларĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости