Пĕрремĕш хĕрарăм-редактор

Рубрикăна вĕçлесе пынă май 2010 çулта ĕçе кÿленнĕ, район хаçачĕн историйĕнче пĕрремĕш хĕрарăм-редактор пулса вăй хунă А.А. Сусметова çинчен каласа парам-ха.

Алина Сусметова 1980 çулхи январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкула, 2002 çулта И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ-н журналистика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 2005 çултанпа – РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ.

Çырас туртăм Алинăн 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне район хаçатĕнче «Кивĕ эйпеçсем ăмăртаççĕ» ятпа заметка пичетлесе кăларнă хыççăн вăраннă. Вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен амăшĕ кăмăлсăррине пăхмасăрах ЧПУ-ри журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент чухнех Елчĕк район хаçачĕпе çыхăну тытнă, вăхăтран-вăхăта статьясем пичетлесе кăларнă.

Алина Ардалионовна журналист ĕçне 5 курсра ăс пухнă чухнех кÿленнĕ, 2001 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçата ĕçе вырнаçнă. Вĕренсе пĕтерсен кунтах экономика тата ял хуçалăх пайĕн корреспондентĕнче ĕçлеме тытăннă. Тĕрлĕ çулсенче пай редакторĕ, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. Материалсем пухас тĕлĕшпе хаçатăн ытти сотрудникĕ пекех тĕрлĕ вырăна тухса çÿренĕ, район пурнăçĕпе тата аталанăвĕпе тĕплĕнрех паллашнă. Çакă ăна журналист ĕçĕнче çав тери пулăшнă.

2010 çулта Алина Сусметова пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртет. «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕнче вăй хунă Б. Чиндыков тĕрлĕ сăлтава пула хăй ирĕкĕпе ĕçрен тухать, çавна май тĕп редактор ĕçĕсене пурнăçлама пултаракана шырама тивет. Конкурсри ыйтусене тивĕçлĕ хурав парса Алина Ардалионовна «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса тăрать. Шупашкар районĕн историне, унăн аталанăвне тата çыннисене лайăх пĕлни çак ĕçре пысăк пулăшу кÿрет.

Çакна палăртмалла: Алина Сусметова «Тăван Ен» хаçатăн редакторĕ пулса ĕçлеме тытăниччен район историйĕнче хаçат редакторĕнче хĕрарăм ĕçленĕ тĕслĕх пулман. Çĕнĕ ĕçе пысăк хавхаланупах тытăнать çамрăк. Хаçат ĕçне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе арçын редакторсенчен пĕртте кая юлмасть. Ĕçтешĕсемпе, обществăлла корреспондентсемпе пĕр чĕлхе тупать, хаçат ĕçне лайăхлатма меслетсем шырать. Вăл «Тăван Ен» тата «Причебоксарье» ятпа тухакан икĕ хаçата пĕрлештерсе пĕр хаçат туса хурать.

2012 çулта Алина Сусметова редактор пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртет. Унăн декрет отпускне кайма тивет. 2014 çулта вăл пĕр хушă ĕçе тухать, унтан каллех декрета каять. «Тăван Ен» хаçатăн пĕрремĕш хĕрарăм-редакторĕ халĕ 2 ывăл çитĕнтерет. Тĕлĕнмелле те, унăн кĕçĕн ывăлĕ шăп та шай июлĕн 27-мĕшĕнче, район хаçачĕ тухма пуçланă уйăхра, числара çут тĕнчене килнĕ.

Алина Ардалионовнăна журналистика ĕçĕнче тата район хаçатне ертсе пынă тапхăрта тимлĕхпе пултарулăх кăтартнăшăн 2007 çулта ЧР Физкультурăпа спорт министерствин, 2010 çулта ЧР Культура министерствин, РФ Журналистсен союзĕн Хисеп хучĕсене парса чысланă. 2002, 2007, 2009 çулсенче вăл ЧР Президенчĕн пултаруллă çамрăксене уйрăм ăнтăлулăхшăн паракан стипендине илсе тăнă.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕЧКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости