Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа çичĕ теçетке ытла çул иртрĕ пулин те вăрçă ахрăмĕ паян та сисĕнет. Хăйсен çывăх çыннисене çапăçу хирне ăсатнă амăшĕсем, мăшăрĕсем, ывăлĕ-хĕрĕ вĕсем каялла чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтсе куççулĕпе çăвăннă.
Урай Макаçри Валентин Павловăн ашшĕ те, Павел Михайлович Михайлов, вăрçă пуçланнă çулах çапăçу хирне тухса кайнă. 5 çул паттăррăн çапăçнă вăл Украинăн 2-мĕш фронтĕнче, артиллерист пулса Германиех çитнĕ. Вăрçă чарăнас умĕн аманса суккăрланнă – çакна ас тăвать ывăлĕ ашшĕ каласа панинчен. «Пĕр çапăçура те снаряд çурăлнипе, те бомба ÿкнипе хум пĕр лакăма йăтса печĕ, тăпра хупласа хучĕ. Тухасшăн тапаçланатăп – тухаймастăп. Юлташсем чавса кăларчĕç. Ун чухне хĕвел çутине кăштах кураттăм», – çапла аса илсе каласа панă Павел Михайлович хăйĕн çывăх çыннисене. Ун чухнехи медицина вăйлă аталанайманни те витĕм кÿнĕ-тĕр – пĕр куçран аманнăскер часах сĕм-суккăр пулса ларнă. «Пĕр кун кăна çут тĕнчене, хĕвел çутине курасчĕ», – çапла ĕмĕт-шухăшпа пурăннă вăл юлашки сывлăшĕ тухиччен. 71 çулта çĕре кĕнĕ Тăван çĕршыва чысне чи йывăр çулсенче хÿтĕленĕ салтак, ывăлĕн асĕнче вара ĕмĕрĕпех упранĕ.
Ашшĕн сăнне пысăклатса тунă портретпа Валентин Павлов çулсерен «Вилĕмсĕр полк» йышне хутшăнать. Кампа мăнаçланмалли пур унăн – ашшĕне вăрçăра паттăррăн çапăçнăшăн 2 хутчен «Слава» орденпа чысланă. Ашшĕн шăллĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, анчах çапăçу хирĕнчен таврăнма тÿр килмен ăна. 1939 çулта хĕсмете лекнĕскер тăван килне çитеймен, вăрçă пуçланнă çулах пуçне хунă. Унăн ячĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă ялти палăк çинче çырăннă.
Валентин Павлов кашни çулах Çĕнтерÿ тата Асăнупа хурлану кунĕсенче ашшĕ ятне çырнă гранит плита умне килет, чĕрĕ чечексем хурать, шăппăн тăрса ашшĕпе «калаçать».
АННА ФИЛИППОВА