Пĕр пус укçа пин чул айĕнче выртать

Мăшăр ялĕнче (кÿршĕ районта) çуллахи кун уй-хире тух кăна – çемйи-çемйипех пахча çимĕç ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.

Кăçал пахча çимĕç ăнса пулчĕ. Хамăр та путвала купăстапа туп-туллиех тултартăмăр. «Эх, пĕр кг купăстана 10 тенкĕпе сутсан та кăçал 180-200 пин тенкĕ тупăш илетпĕр-ха», – хваттер туянма илнĕ кредита хăвăрттарах тÿлесе татас тĕллевпе ĕмĕтленетпĕр мăшăрпа иксĕмĕр. Хĕл ларчĕ, пахча çимĕç туянас текенсем çук-ха. Паллакансем патне лавккана уйăхра темиçе михĕ турттарнипе путвал пушанасшăнах мар. Хамăрăн сутса тăма вăхăт çук – иксĕмĕр те организацисенче вăй хуратпăр. Пасара курттăмăн кайса парас – унта та купăста туллиех. Чавса тăршшĕ лартса яма та именмеççĕ унти сутуçăсем, сыхă пулмалла.

Хĕллехи канмалли кунсенче кÿршĕ хыпарпа çитрĕ – купăста туянакана тупнă, 20 ытла тонна тиесе кайма хатĕр. Хура сăнлă çын путвала анса купăстана тыткаласа пăхрĕ. «Çулçисене лайăх иртмелле, тунине сантиметр хулăнăш хăвармалла, каснисене, сиенленнисене туянмастăп», – вĕрентсе хăварчĕ хайхи. Хакне те палăртрĕ – 1 кг купăсташăн 4 тенкĕ те 50 пус тÿлеме хатĕр. 11 тонна пахча çимĕçе тасатса хатĕрлес тесе 3-4 кун упалентĕмĕр путвалта. Ку вара пачах та çăмăл мар, юрать, ялти çынсем пулăшма пычĕç.

Çемьепе 10 çул ытла сутлăх пахча çимĕç ÿстеретпĕр. 12 çул каяллахи аса килчĕ – 1 кг купăсташăн ун чухне тенкĕ те 50 пус тÿленĕччĕ. Темиçе çул каялла вара 20 тенкĕпе сутни те пулнăччĕ. Паянхи кун «посредниксем» 4 тенкĕ ытларах параççĕ. Хулари пасарсенче 5 тенкĕпе илсе юлаççĕ тени хăлхана кĕчĕ. ЧР «Агроинноваци» КУП кăтартăвĕсемпе, Çĕнĕ çул умĕн лавккасенче çĕр улми хакĕ 12,3-15,9; купăста 10,5-11,3 тенкĕпе танлашнă. Пасарти хаксем çапларах йĕркеленнĕ: çĕр улми – 15-24, купăста – 13-16 тенкĕ. Кунтах курттăмăн çĕр улмие 10-12-пе, купăстана – 7-12-пе туянма пулать. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе, пахча çимĕç хакĕсем вăтамран 6,8% чакнă.

Паллах, сутаканăн хаклăрахпа сутас килет, туянакан вара йÿнĕрех туянасшăн. Çĕр ĕçĕпе тăрмашнăранпа çакна ăнлантăм – «посредниксем» çĕр ĕçченĕсенчен пахча çимĕçе пасар хакĕнчен самай сахалрах хакпа туянаççĕ. Хресченĕн мĕн тумалла? Çитĕнтернĕ пахча çимĕçе çырмана кăларса ывăтаймăн – йÿнĕ хакпах парса яма тивет. Ирĕксĕрех пуçа тĕрлĕ шухăш пырса кĕрет – çĕр ĕçченĕн ĕçне хăçан хаклама тытăнĕç?

Районта пахча çимĕç туса илессипе пысăк калăпăшпа ĕçлекенсен йышĕнче З.П. Плотникова ХФХ. Унта вăй хуракан Юрий Плотников пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе хуçалăхра пахча çимĕç сутасси начартарах пырать. Сăлтавне «перепроизводствăпа» çыхăнтарать. Çапах та ĕçчен çемьере малашне те туяннă техникăпа усă курса пахча çимĕç çитĕнтерес тĕллевлĕ.

Пĕр пус укçа пин чул айĕнче выртать тесе ахальтен каламаççĕ ваттисем. Пус çумне пус хушасси çăмăл мар, çапах та пахча çимĕç туса илекенсем килес çул ăнăçлă пулас шанăçа çухатмаççĕ-ха.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости