Пĕр-пĕрне ырă сăмах калама манас марччĕ…

Сăнаса пăхăр-ха, ир-ирех ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене шкулчченхи учрежденисене çавăтса утаççĕ. Пĕрисем хавас кăмăлпа шăкăл-шăкăл калаçса хăйсен ушкăнĕсене васкаççĕ пулсан, теприсен кăмăлĕ сÿрĕк, йĕрекен те пур. «Крепыш» ача садĕнчи «Маленькая страна» ушкăна çÿрекенсем вара юратнă воспитателĕ патне хаваспах чупаççĕ, кăмăлтан ыталаççĕ.

Мĕн пĕчĕкрен ачасене пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парса ÿстересси, вĕсен тавракурăмне аталантарса пырасси – яваплă тивĕç. Шкулчченхи учрежденисенче вăй хуракансем пĕчĕккисен пуласлăхĕ çутă, савăнăçлă, сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе тимлеççĕ, ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани пама пулăшаççĕ. Ачасем пурнăçа ахаль пулăмсенченех хăнăхаççĕ. Воспитательсем тăрăшнипех тирпейлĕ апатланма, хăйсем хыççăн теттесене пуçтарма, çăкăра типтерлĕ тыткалама, туслăха хаклама вĕренеççĕ. Чун-чĕре ыйтнипе воспитатель ĕçне суйласа илнисем сахал мар, вĕсем пĕчĕккисене чĕре ăшшине парнелесе хăйсен ачисене юратнă евĕр юратаççĕ.

Кашăк тытма вĕрентеççĕ

Çавăн пек çынсенчен пĕри – «Крепыш» ача садĕнче вăй хуракан Ираида Иванова воспитатель. Вăл 30 çула яхăн ачасемпе уйрăлми. Çав вăхăтра миçе ачана шкул сакки патне ăсатман пуль? Ача садне чи малтан килнĕ ачасем паян хăйсен тĕпренчĕкĕсене юратнă воспитателĕ патне ертсе пыраççĕ.

Ираида Валерьяновна 1966 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Кăшавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, вырăнти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти текстиль комбинатне ĕçлеме кĕнĕ. Çав вăхăтрах каçхи шкулта ăс пухнă, алла аттестат илсен педагогика училищине çул тытнă. Мĕншĕн чи пĕчĕккисемпе ĕçлеме шут тытнă-ха тин çеç шкул пĕтернĕ хĕрача? «Ачасене питĕ юрататăп, вĕсене епле кăмăлламасăр тăрăн? Хамăр ялти ача садĕнче ĕçлекен çамрăк хĕр сĕнĕвĕпе аттестат илсен педагогика училищине çул тытрăм. Аттестатра лайăх паллăсем пулнăран экзаменсăрах вĕренме кĕтĕм», – пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ утăма епле суйласа илнине каласа пачĕ пысăк опытлă специалист. Вĕренсе тухсан 1987 çулта тăван ялĕнчи ача садне ĕçлеме килет, кăшт вăхăт иртсен ăна комсомол секретарĕн ĕçĕсене пурнăçлама шанаççĕ. Нумай та вăхăт иртмест – Кăрмăшра çĕнĕ ача сачĕ уçăлать. Ачасемпе ĕçлес туртăм çамрăк хĕре вĕрентÿ отрасльнех йыхăрать, 2014 çулччен çакăнта воспитательте тимлет вăл. «Кашăк та тытма пĕлменскерсене пур ĕçе та хăнăхтармалла, амăшĕ вырăнĕнче пулмалла. Ĕçе вăхăт ирттĕр тесе мар, чун ыйтнипе пурнăçламалла, юратмалла», – палăртрĕ воспитатель.

Эпир мар пулсан – кам?

«Крепыш» ача садĕнче 2 çул кăна ĕçлет пулин те, Ираида Валерьяновна пĕрле ĕçлекенсен, ашшĕ-амăшĕсен хисепне çĕнсе илнĕ. Унăн ĕçĕн тĕп юхăмĕ – ачасене патриотизм воспитанийĕ парасси, аслисене хисеплеме, тăван çĕршыва, çемьене, çывăх çыннисене юратма вĕрентесси. «Ача хăйне юратнине туйни аван, унăн хăйĕн те юлташĕсене хисеплеме, ăшă сăмахсем калама пĕлмелле, яланах пулăшу кÿме хатĕр пулмалла. Çакна çемьере, ача садĕнче, шкулта хăнăхтармасан – кам вĕренттĕр? Аслисен те пĕр-пĕрне ырă та ăшă сăмахсем калама манас марччĕ, ачасем вĕсене кура ырă кăмăллă ÿсĕччĕç», – хăйĕн кăмăл-шухăшне палăртрĕ пысăк опытлă воспитатель. Уçă чунне кура ачасем те ун патне туртăнаççĕ. Чăннипех те, ĕçре кăтартусем пулччăр тесен, вăл киленĕç илсе килтĕр тесен ăна ячĕшĕн мар, юратса пурнăçламалла. Çакна пысăк опытлă специалист та çирĕплетет.

Юрă киленĕç кÿрет

Ирина Валерьяновна обществăлла ĕçре те хастар, нумай çул Кăшавăш ялĕн старостин тивĕçĕсене пурнăçласа пынă, тăван ялĕнче тирпейлĕ, хăтлă пултăр тесе тăрăшнă. 2014 çулта районти старостăсен хушшинче иртнĕ «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв» конкурсра мала тухса райадминистраци пуçлăхĕн хисеп хутне тивĕçнĕ. Вăл тăрăшнипех хăй вăхăтĕнче Кăрмăшра фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕ. Чăваш эстрада çăлтăрĕсемпе те тачă çыхăну тытать Ираида Валерьяновна, юрăсемпе пысăк сцена çине те тухать. Пуласлăхра маттурскер юрăсен пуххи кăларма тĕллевлет. Шăнкăрав евĕр сассипе куракансен кăмăлне çавăрма пултарать, Кăшавăш тăрăхĕнчи пĕр культура мероприятийĕ те унăн пултарулăхĕсĕр иртмен. Халĕ те вăр-варлăха çухатмасть, «Крепыш» ача сачĕн физкультурăпа массăллă пурнăçĕшĕн яваплă пулнă май ĕçтешĕсене тĕрлĕ конкурса, спорт мероприятийĕсене, районăн обществăлла пурнăçне явăçтарма тăрăшать.

Ÿссе пыракан ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна чылай наградăпа чысланă. Ираида Иванова «Çулталăк воспитателĕ» конкурса та пĕрре мар хутшăнчĕ, кăçал районта иртнинче лауреат ятне тивĕçрĕ.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости