Пĕр шăнкăрав çĕр çын пурнăçне çăлать

Çак эрне пуçламăшĕнче пĕтĕм çĕршыври «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» пысăк масштаблă акци старт илчĕ. Республикăра вăл пĕрремĕш хут иртмест. Унăн кăçалхи пĕрремĕш тапхăрне 2200 ытла çын хутшăннă. Иккĕмĕш тапхăр вара ноябрĕн 27-мĕшĕччен тăсăлать.

Акци тĕллевĕ – халăха наркотик витĕмĕнчен хÿтĕлесси, сиплесси, сиенлĕ йăлана хирĕç тăма пулăшасси, регионра наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисен çулне пÿлесси. ФСКНăн республикăри управленийĕ пĕлтерĕшлĕ мероприяти умĕн республика çыннисене пурне те унта хастар хутшăнма чĕнсе каланă май наркотиксемпе ашкăнакан, вĕсене саракан вырăнсем пирки пĕлтерме ыйтать. Психоактивлă хутăшсене сутнă е сĕннĕ тĕслĕхсем пирки йĕркелĕх хуралĕн органĕсене шăнкăравласа калăр. Лини талăкĕпех ĕçлет, сирĕн ятăр-шывăра никам та ыйтмĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости