Пĕр çемьерен виçĕ салтак

Николай Степановичпа Мария Федоровна Николаевсем виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Мĕн пĕчĕкренех пур ĕçе те тимлĕн тума хăнăхтарнă.

Аслă ывăлĕ Владимир 1906 çулта çуралнă. 1925 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Пилĕк çултан тăван яла таврăнсан Анисия Михайловăпа çемье çавăрать, тăван колхозра склад хуçи пулса тăрăшать. Хаяр вăрçă пуçлансан 34 çулти арçынна тепĕр хут çара яраççĕ. 1941 çулхи декабрьте тăван яла юлашки çыру килет.

Григорий, 1917 çулта çуралнăскер, ялти, Апашри шкулсене ăнăçлă пĕтерет, килти хуçалăхра ĕç нумаййине пула малалла вĕренме каяймасть. 1937 çулта салтак тумне тăхăнать. Украинăна службăна лекет, кĕçĕн командирсен шкулне пĕтерет. Каярахпа хĕвел анăç Беларуçпе Балтика тăрăхĕнчи çĕрсем çинче Совет влаçне йĕркеленĕ ĕçе хутшăнать. 1941 çул пуçламăшĕнче тăван киле таврăнса колхозра ĕçлеме пуçлать. Темиçе уйăхран салтак ретне тепĕр хут тăрать. Малтанхи кунсенчех вĕсен чаçĕ пысăк çухатусем тÿссе Мускав патнелле чакать. Воронеж çывăхĕнче алăран аманать, кăштах сывалсан тăван киле таврăнать. Пĕр орденпа тăватă медале тивĕçнĕ старшина хамăр колхоза ертсе пыма пуçлать. Ăна вăл ултă çул ытла ертсе пырать. Районĕпе илсен пур кăтартупа та хуçалăх малтисен ретне тухать.

Гаврил Николаев, 1925 çулта çуралнăскер, Апашри шкула пĕтерсен хамăр хуçалăхрах тĕрлĕ ĕçе пурнăçлать. Вăрçă пуçлансан 16 çула кайнă çамрăк Сăр юхан шывĕ патĕнче çар укрепленийĕсем тунă çĕрте уйăх çурă тар кăларать. 1943 çулта Хĕрлĕ Çара каять. Тăшмана Беларуç çĕрĕ çинчен хăваласа Балтика тăрăхне çитет. Çĕнтерÿ кунне Кенигсберг хулинче кĕтсе илет. Вăрçă пĕтсен тепĕр виçĕ çула яхăн Мускав çывăхĕнчи Бабушкино хулинче службăра тăрать. Тăватă медале тивĕçнĕ аслă сержант тăван яла таврăнсан промысла артелĕнче, каярахпа хамăр колхозра инженер пулса ĕçлет.

ЛЕОНИД ПАВЛОВ, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости