«Пĕтĕмпех хам витĕр кăлартăм…»

(Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.)

Малтанхи 3 кун «Кавказ» гостиницăра пурăнтăм. Кунта «пирĕннисем» – ОМОН, СОБР тата тĕрлĕ регионсенчен килнĕ ятарлă подразделенисен офицерĕсем вырнаçнă. Хăнасен çак çурчĕ «чапа» тухни пирки ун чухне тĕрлĕ сас-хура илтсе тĕлĕнтĕм. Халĕ «чап» тени пушшех те кĕрлесе тăрать: кашнин аллинче хĕç-пăшал пур, эрехпе тата наркотикпе иртĕхеççĕ, вĕлереççĕ, хăйсем çине алă хураççĕ, вăрă-хурахла çаратни пирки калаçмалли те çук. Кунта хирĕçÿсем, тытăçусем тăтăшах пулса иртеççĕ. Нимĕнле йĕрке те çук.

Малтанхи кунсенчех мана пĕр ыйту канăç памарĕ: «Çурçĕрти Кавказа, вăл шутра Чечняна та, командировкăна камсене яраççĕ?» Хуравне хампа пулса иртнĕ тĕслĕхренех ăнланса илтĕм. Ноябрĕн 8-мĕшĕнче регионсен хушшинчи прокурорпа тĕл пулса калаçма тиврĕ. Вăл кунта урăх хушаматпа çÿрет.

– Алкоголик-им? – ыйтрĕ вăл манран.

– Учетра тăмастăп, – хурав патăм эпĕ.

– Апла тăк, çапкаланчăк тата кахал?

– Ĕçре курăнать, – тетĕп тиркевлĕ прокурора.

– Лайăх çынсене кунта ямаççĕ, – пат! татса хучĕ вăл юлашкинчен. – Аслă следовательте ĕçлетĕн…

Çак должность Кавказри регионсен хушшинчи прокуратурăра чи пĕчĕкки шутланнă. Ним те тăваймастăн, пуçлăх хушăвĕпе килĕшмех тиврĕ.

КĔСКЕ СПРАВКА. Çурçĕр Кавказри регионсен хушшинчи прокуратурăна РФ Президенчĕ çак тăрăхра чрезвычайлă лару-тăру туса хурасси çинчен Указ кăларсан, 1994 çулхи июнь уйăхĕнче, РФ Генеральнăй прокурорĕн хушăвĕпе йĕркеленĕ. Вăл облаç прокуратурипе пĕр шайра пулнăран Çурçĕр Осети – Алани тата Ингушети, çавăн пекех Чечня Республикисен территорийĕсенче тунă преступленисене тĕпчет, саккунлăха çирĕплетессипе надзор тĕлĕшĕнчен тимлет.

Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пай пуçлăхĕн вырăнне лартсан кунти тÿнтерле чылай пулăмсене асăрхама, хам куçпа курма тиврĕ. Çурçĕр Кавказа командировкăна чăннипех те шанчăксăррисене – эрехпе ашкăнакан, пултарулăхсăр тата энтузиазмсăр следовательсене янă иккен. Прокуратурăра тин çеç аслă шкулсенчен вĕренсе тухнисем те (тата студент та пурччĕ) ĕçленĕ. Çак çамрăк следовательсем, тĕлĕнмелле пулин те, уголовнăй ĕçсене тĕпченĕ чухне хăйсене тивĕçлĕ шайра тытма пултарчĕç. Пĕррехинче, оперативлă канашлу вăхăтĕнче, следовательсене ыйту патăм: «Сирĕнтен хăшне взятка сĕннĕ?» Ытларах çамрăксене иккен. Кахал следователе взятка панинчен усси сахал теççĕ. Çамрăксем вара ĕçе тĕплĕн пурнăçланине кура вырăнти халăх айăплисене яваплăхран хăтарас тесе взяткăсем пама хăтланнă.

Командировкăн малтанхи тапхăрĕнчех алăри уголовнăй ĕçсемпе мана Грозный хулине кайма сĕнчĕç. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Хам мĕн тери айван çын пулнине çавăн чухне туйса илтĕм. Хĕç-пăшал илме хушу парсанах, куçа хупса иличчен шурсухал – следовательсем хĕçпăшал упранакан пÿлĕме тапса сикрĕç, пĕри маларах ĕлкĕрес тесе сĕтел урлă сиксе каçрĕ. Эпĕ çитнĕ çĕре шкафра пĕр хĕç-пăшал та юлман. Икĕ следователь автоматшăн хирĕçсе кайнă, пĕр-пĕринчен тăпăлтараççĕ. Кашниех Грозный хулине лекесшĕн. Мĕншĕн? Сăлтавĕ акă мĕнре: унта «кĕрĕк арки йăвалакансем» тапăнаççĕ иккен. Ара, пуçлăхсен тĕсне курас килмест вĕсен, айккинче хăйсене ирĕклĕн тытма тата иртĕхме пултараççĕ. Раштав уйăхĕн варринче Грозныйри ĕçсемпе тÿреммĕн паллашнă май çав следовательсем мĕнле ĕçленине хам куçпа курса тĕлĕнтĕм: çакнашкал йĕркесĕрлĕхе нихăçан та тĕл пулман. Каярахпа çеç, следовательсен тепĕр ушкăнĕ килсе çитсен, ĕç-пуç лайăх енне улшăнчĕ. Ку ушкăнри юристсем ĕçлеме пултараканнисем пулчĕç. Канмалли тата уяв кунĕсене уямасăр кунне 15-16 сехет «чакаланма» тиветчĕ.

(Малалли çитес номерсенче.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости