Пĕччен лав туртма çăмăл мар…

Кÿршĕ ялсенчи тăвансемпе хушăран çыру çÿреткелетпĕр. Иртнĕ эрнекун хаçат килнĕ-ши тесе урамалла тухса пăхрăм та – почта ещĕкĕнче çыру вырать. Иккĕмĕш сыпăкри тăванăн хĕрĕ Галя çырнă иккен.

Унăн çырăвĕ мана шухăша ячĕ. Паянхи саманара укçаллă вырăн тупма (пурте пуçлăх пулаймаççĕ çав) пĕртте çăмăл мар, çитменнине тата Галя ачине пĕчченех ÿстерет. Амăшĕн те сывлăхĕ хавшакрах, выльăх-чĕрлĕх тытаймасть. Юрать-ха, пенси укçипе пулăшкалать.

Акă мĕн вуласа пĕлтĕм Галя çырăвĕнче: «Кăçал пирĕн çурт стени çурăлса кайрĕ те ăна юсамалла пулса тухрĕ. Вара васкаса ĕне сутса ятăмăр. Халĕ ĕнтĕ ĕне илес тесен 60 пин патнелле кирлĕ теççĕ. Ĕç укçи сахал, 10 пин тенкĕ, кредитсăр илеес çук. Ĕне пур чухне сĕт сутса укçа тума пулатчĕ. Халĕ выльăхсăр канлĕрех ĕнтĕ, анчах кашни кун тенĕ пекех шухăшлатăп: урăх ĕçе ăçта вырнаçма пулать-ши? Килтисене пăрахса каяймастăп. Ĕçе кашни кунах çÿретĕп – ирхине 6 сехетре тухса каятăп та каçхине 6-ра çаврăнса çитетĕп.

Аннепе Света хĕрĕм мана ĕçрен таврăнасса чÿрече витĕр тухса ÿкес пек кĕтсе лараççĕ – çын маршруткăран тухса юлни тÿрех курăнать те. Киле çитсен апат-çимĕç пĕçермелле, тасатса тирпейлемелле, Светăпа урок тумалла. Хĕрĕм тăрăшса вĕренет, «3» паллăсем чĕрĕкре тухмарĕç. Кружоксене те çÿрет – акăлчан чĕлхи, шашкă-шахмат тата ташă кружокне».

Галя – ял тăрăх администраци специалисчĕ. Ĕçĕ те нумай унăн, яваплăхĕ те пысăк. Ялта укçа-тенкĕ çитсе пыманни пирки ÿпкелешсе çырнă вăл. Ялта пахча тăрантарать тетĕр-и? Пĕччен çын ĕçлесе çитереймест пуль, хуçалăха тытса пыма та укçа кирлĕ. Эсĕ мĕнле шухăшлатăн, вулаканăм?

ОЛЬГА НИКОЛАЕВА, ШУПАШКАР

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости