Район Африка мурĕнчен сыхă-и?

— Африка чуми сарăласран пирĕн районта прививка тăваççĕ-и? Сысна ашне туянма тата çиме юрать-и? Закона пăснă тĕслĕхсем пирки ăçта пĕлтерме пулать?

Анфиса МАКАРОВА, Кăшавăш ял тăрăхĕ

Владимир МАТЬЯНОВ, Шупашкар районĕнче выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

– Шупашкар районĕнче хушма хуçалăхсенчи сыснасене шута илес тата вакцинацилес енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çак выльăха ерекен Африка чумине тупса палăртнă вырăна вирусран тасатас мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн прививкăна кашни выльăхах тумалла. Паянхи кун тĕлне шăпах çак вирусран çук вăл, çавăнпа та хальлĕхе унăн классикăлла тĕсĕнчен вакцинацилеççĕ. Ветеринарсем районти ял тăрăхĕсенчен çуррине çаврăнса тухнă та ĕнтĕ. Пĕтĕмпе вара харпăр хуçалăхсенче 1400 яхăн пуç сысна.

Район территорийĕнче Ишек пасарĕ тĕлĕшĕпе уйрăмах тимлĕ пулăпăр. Пирĕн район чир хăрушлăхĕпе иккĕмĕш зонăна кĕрет. Аш-какая вирусран хÿтĕленнине çирĕплетекен 3 тата 4-мĕш степеньлĕ компартментсене илнĕ хуçалăхсенчен кăна туянма юрать. Çакна кăтартнă ветеринари свидетельствисĕр пуçне тавар пахалăхне ĕнентерме аш çинче калăп (клеймо) пулмалла. Санитарипе пропуск пункчĕсем пур хуçалăхсенче кăна туянма юрать. Кăна вара пасарта сутма ирĕк паракан документсене тĕрĕслекен специалистсем асăрхаса тăрĕç. Вакцинаципе килрен-киле çÿренĕ хушăра халăха вирусран хÿтĕленмелли мерăсем пирки ăнлантаратпăр. Пысăк хуçалăхсенче вара сысна фермисенчи санпропуск пункчĕсен ĕçне вăйлатмалли пирки те асăрхаттарнă.

Чăваш Енре эпидзона чиккисенче талăкĕпех 5 зона ĕçлет. Карантина пула хăрушлăхри 1-мĕш зона территорийĕнчен чĕр чунсене, çав шутра кайăк-кĕшĕке, илсе тухма та, илсе кĕме те юрамасть. Çавăн пекех аш-какай продукцийĕнчен хатĕрленĕ чĕр таварпа апат-çимĕçе илсе тухма, ют çынсене, транспорт хатĕрĕсене кĕрсе çÿреме чарнă. Сăмах май, Карантин вăхăтĕнче Ишек пасарĕнче те выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп сутма чарнă. Район территорийĕнче хăрушлăхăн иккĕмĕш зонине кĕнĕ май ял хуçалăх ярмăрккисем ĕçлемĕç, выльăх-чĕрлĕх йышлă пухăнакан вырăнсене пăрахăçланă, кил хуçисен сыснасене урам тăрăх ирĕклĕн çÿреттерме юрамасть. Вĕсене пĕçермесĕр, чĕрĕ çимĕçпе апатлантармалла мар.

Аса илтерни вырăнлă: август уйăхĕн 14-15-мĕшĕнчи çĕрле Пăрачкав районĕнчи Напольное салинчи пĕр хушма хуçалăхра 4 уйăхри сысна çури вилнĕ. Тĕпчев çурана Африка мурĕн вирусĕ ернине çирĕплетнĕ.

Тепĕр кун ир-ирех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас, пĕтерес енĕпе ĕçлекен тата выльăх чирĕ анлă сарăлассипе кĕрешекен чрезвычайлă комиссисен пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Шупашар районĕнче хушма хуçалăхра выльăх, уйрăмах сысна, чирлени е вилни пирки, çавăн пекех Ветеринари законодательствине пăснă тĕслĕхсем çинчен пĕлтерме, ыйтусене хуравлама выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен станцире «хĕрÿ лини» телефонĕ пур: 8-835-40-2-23-37.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости