Район пуласлăхĕ – çамрăксенче

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн райадминистраци пуçлăхĕ Г.И. Егоров шкул ачисемпе тĕл пулни пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, хальхинче хăш-пĕр ыйтăвĕ çинче чарăнса тăрăпăр. Тĕрĕссипе каласан, шкулта ăс пухакансем тарăн шухăшлама пĕлни кăшт тĕлĕнтерчĕ те, сăмахран, çакăн евĕр ыйту паракан та пулчĕ:  «2015 çулта район аталанăвне мĕнле куратăр?». Тепĕр енчен, яшсемпе хĕрсем çакăн евĕр ыйтусем пама пултарни савăнтарать те, апла çамрăксене чăннипех те район пуласлăхĕ интереслентерет.

Çамрăк специалистсем валли мĕнле-мĕнле çăмăллăхсем пулни пирки ыйту пулчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ патшалăх çамрăксене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пани пирки каласа пачĕ. Сăмахран, çамрăк мăшăрсем ятарлă черете тăрса пурăнмалли условисене лайăхлатма пултараççĕ, районта çулсеренех çак программăпа 30 яхăн çемье сертификат илет.  Кунсăр пуçне çăмăллăхлă кредитсем те илме пулать.

Çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсем те интереслентереççĕ шкул ачисене. Г.И. Егоров кĕскен лару-тăрупа паллаштарчĕ, ачасем йăнăш çул çине ан тăччăр тесе районта мĕн-мĕн тунине каларĕ, сăмахран, кружоксем ĕçлеççĕ (вĕсене ачасен 60% çÿрет), физкультурăпа, спортпа туслашма та условисем пур.  

«Пуласлăхра мĕнле профессисем пуринчен ытла кирлĕ пулĕç?» – ыйтрĕ пухăннисенчен пĕри. Ĕçе вырнаçассипе йывăрлăхсем питех пулмасси, пурнăçра кирек мĕнле професси те обществăшăн пĕлтерĕшлĕ пулнă пирки ăнлантарчĕ пухăннисене райадминистраци пуçлăхĕ. 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости