Ралли кăмăла каять-и? Васка!

Автоспортра çынсем трассăна тĕрлĕ машинăпа (çăмăллисемпе, внедорожниксемпе, грузовиксемпе тата ыт.) пăхăнтарас тĕллевпе тупăшаççĕ. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕ (Çырмапуç ял тăрăхĕ) хĕрринче 2010 çулта автомашинăсем валли тунă трасса çинче çуллен ăмăрту йĕркелеççĕ.

Июнĕн 25-26-мĕшĕсенче унта ЧР спорт министерстви, Шупашкар район администрацийĕ, «Промтехстройсервис» ООО, республикăри «Автомобильсен чăваш федерацийĕ» обществăлла организаци йĕркеленипе Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кубокне çĕнсе илессишĕн автомобиль спорчĕн Чăваш Республикинчи уçă чемпионачĕ иртĕ. Трасса тăршшĕ 1200 метрпа танлашать.

Июнĕн 25-мĕшĕнче ралли-кросс енĕпе Чăваш Ен чемпионатĕнче спортсменсем «Передний привод-Стандарт», «Задний привод-Стандарт», «Полный привод-Стандарт», «Свободный» зачет ушкăнĕсенче тупăшĕç. Тепĕр кун массăллă чупура Раççейĕн чи лайăх спортсменĕсем вăй виçĕç. Д2-Н тата Д2-Юниор автомобиль класĕсенче спортсменсем Атăлçи федераллă округĕнче мала тухассишĕн тупăшĕç. Д2-Классика класра вара машинăсемпе туслисем Раççей автомобиль федерацийĕн кубокне çĕнсе илессишĕн старта тухĕç.

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости