Раç­çее тав­рă­на­кан­сем пу­лă­шу илеç­çĕ

Чи­кĕ леш ен­че пу­рă­на­кан­се­не – Раç­çей çын­ни­се­не – тă­ван тă­рă­ха тав­рăн­ма май па­ра­кан пат­ша­лăх прог­рам­ми ĕç­ле­ме ты­тăн­ни пир­ки илт­рĕм. Ун тă­рăх Раç­çей граж­данст­ви­не ан­сат май­па каял­ла йы­шăн­ма та­та ук­çа-­тен­кĕ ен­чен çă­мăл­лăх­сем ил­ме май пур-и?

Ан­на КРАСНОВА, Ту­тар­кас­си

Татья­на КАЗАКОВА, ФМСăн Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи уй­рă­мĕн пуç­лă­хĕ:

– Чи­кĕ леш ен­чен хăй­сен ирĕ­кĕ­пе куç­са ки­ле­кен граж­дан­се­не пу­лăш­мал­ли пат­ша­лăх прог­рам­ми кă­çал­хи июль уйă­хĕн­чен çĕ­нĕл­ле ĕç­ле­ме пуç­ла­рĕ. Пу­рăн­мал­ли вы­рăн туп­ма та­та Раç­çей граж­данст­ви­не ан­сат йĕр­ке­пе йы­шăн­ма май па­ни – прог­рам­мăн шă­пах мел­лĕ пĕр енĕ. Унч­чен ун­та хут­шăн­ма Раç­çее лек­нĕ ют çĕр­шыв çын­ни­сен вă­хăт­лăх пу­рăн­ма ирĕк ил­мел­ле пул­нă. Çа­кă чăр­мав кă­лар­са тă­рат­нă. Ан­чах та за­ко­нăн июль­ти çĕ­нĕ­лĕ­хĕ­сем­пе ки­лĕ­шÿл­лĕн ют çĕр­шыв çын­ни­сен, ка­лă­пăр, Ук­раи­нă­ран куç­са кил­ни­сен, Раç­çей Фе­де­ра­ци­йĕн тер­ри­то­ри­йĕн­че вă­хăт­лăх пу­рăн­мал­ли вы­рăн туп­ни те çи­те­лĕк­лĕ. Ун хыç­çăн прог­рам­мă­на хут­шăн­ма заяв­ле­ни çыр­мал­ла.  Çав вă­хăт­ра хăш ре­гион­ра пу­рăн­ни те пĕл­те­рĕш­лĕ мар, кая­рах урăх­хи­не те суй­ла­ма пу­лать. Прог­рам­мă­на хут­шăн­нă май фе­де­ра­ци субъек­чĕ­сен­че пур­нăç­ла­кан ĕç-­хĕл тĕр­лĕ ен­лĕ пул­ма пул­та­рать: та­ра кĕр­се ĕç­лес­си, про­фес­сил­лĕ пĕ­лÿ (­çав шут­ра ас­лă ш­кул хыç­çăн­хи е хуш­ма вĕ­ре­нÿ) илес­си, инвес­ти­ци е предп­ри­ни­ма­тель, ял ху­çа­лă­хĕ­пе аг­роп­ро­мыш­лен­ноç ĕç­не-­хĕл­не, хуш­ма ху­çа­лă­ха тыт­са пы­ни т. ыт. те).

Пат­ша­лăх прог­рам­ми­не хут­шă­на­ка­нăн та­та унăн пĕр­ле куç­са ки­ле­кен çемйин со­циал­лă пу­лă­шу­па усă кур­ма ирĕк пур. Транс­порт тă­ка­кĕ­сем­сĕр пуç­не сă­мах мал­тан­лă­ха кÿ­ре­кен пу­лă­шу ви­çи пир­ки пы­рать. Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин­че вăл 20 пин тен­кĕ­пе тан­ла­шать. Кун­сăр пуç­не çемье­ри каш­ни çын­шăн 10 пин тен­кĕ тÿ­леç­çĕ.

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости