Савӑнаҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа

Раҫҫейшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫак уяв пирӗншӗн – вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксен ачисемпе мӑнукӗсемшӗн уйрӑмах хаклӑ. Кашни килтен хаяр тӑшманпа ҫапӑçма кайнӑ. Пирӗн ял тăрăхĕнчен те ҫапӑҫу хирне ҫӗр-ҫӗр салтак ӑсаннӑ. Каялла таврӑнакансен йышӗ вара ҫурри те юлман…

Кӑшавӑш ял тăрăхĕнче пурӑнакансем пысӑк уява хатӗрленнӗ май чылай ӗҫ йӗркелерӗҫ: шкул ачисем, культура ҫурчӗн тата библиотека ӗҫченӗсем, ял администрацийӗнче тимлекенсем ялсенчи асӑну палӑкӗсене ҫӳп-ҫапран тасатрӗҫ, сӑрласа ҫӗнетрӗҫ. «Георгий хăйăвĕ» акцине те хастар хутшӑнчӗҫ культура ӗҫченӗсем. Май уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Кӑшавӑшри культура ҫуртӗнче «Ҫуркунне илсе килнӗ Ҫӗнтерӳ» ятпа уяв концерчӗ иртрӗ. Лӑк тулли пухӑннӑ зал кашни номере чӗререн йышӑнчӗ. Кӑшавӑшри пӗтӗмĕшле пӗлӳ паракан шкул вĕренекенĕсем Раҫҫейре иртекен «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнса пӗлтӗр илсе килнӗ сӑн ӳкерчӗксене ҫӗнетсе пысӑклатрӗҫ. Ачасен аллисенчи сӑнсене пӑхнӑҫемӗн чылайӑшӗн куҫӗ шывланчӗ. Май уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Яраскасси ялӗнчи асӑну хӑми умне пухӑннӑ халӑха «Живи и помни» ушкӑнпа чӑваш эстрада артисчӗсем саламларӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче вара вӑрҫа хутшӑннӑ салтаксен тӑванӗ-хурӑнташ 4 ялти асӑну хӑмисем умӗнчи митинга васкарӗҫ. Ял тăрăх пуçлăхĕ С. Мульдияров пурне те çак паллă кунпа саламларĕ. Яланхиллех асăну хăми умне шкул ачисем те йышлăн пухăнчĕç. «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнса Кăрмăш ялĕнчен пуçласа Кăшавăша çити вĕсем пуç хунă салтаксен сан ÿкерчĕкĕсемпе çуран утрĕç.

Светлана Калишова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости