Салам пултăр!

Эпĕ Раççей тулашĕнче пурăнатăп, Тăван Ене çырăнса илме май çук. Сайта кĕме пултаратăп. Сирĕн çĕнĕ сайт лайăх курăнать, ун структури маттур. Анчах ма интерфейсĕ вырăсла кăна? Ма икĕ чĕлхеллĕ мар?

Кашни чăваш хаçачĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллев пур: чĕлхине сарасси. Чăвашла сайт çĕнĕ япала мар, вĕсем пур.

Тархасшăн икĕ чĕлхелле интерфейсне тăвăр.

Хисеплесе,
Анатолий Миронов

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости