Саманапа пĕр утăмпа

Интернет пирĕн пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Апла пулин те библиотека патне выртакан çула такăрлакансен шучĕ чакмасть. Мĕнпе илĕртет-ха вăл хăйĕн вулаканĕсене? «Литература çурчĕн» ĕçĕнче çĕнĕлĕхсем кирлĕ-и? Çакă тата ытти ыйтăва Шупашкар районĕнчи тĕп библиотека директорне Галина ТИМОФЕЕВĂНА хуравлама ыйтрăмăр.

– Шупашкар районĕнчи централизациленĕ библиотека тытăмне 38 ял библиотеки тата çак библиотекăсен ĕçне пăхса тăракан тĕп библиотека кĕрет. Вĕсен фондĕнче миçе кĕнеке?

– Вулакансене çухатас мар тесе кĕнеке фондне тăтăшах çĕнетсе тăратпăр. Акă 2016 çулта районти «литература çурчĕсем» 9370 кĕнекепе пуянланчĕç. Апла пулин те республикăра кĕнеке фондне çĕнетес кăтарту çав-çавах пĕчĕк шайра – 1,6%. Виçепе – 8-10% пулмалла. Муниципаллă библиотекăсенче – 1,6%, районта – 2,5%. Раççейри социаллă виçесем çинчен калакан хушупа килĕшÿллĕн кашни çул библиотекăсене 1000 çын пуçне 250 экземпляр кĕнекепе пуянлатмалла. Пĕлтĕр районта çак кăтарту 150-па танлашрĕ (республикăра вăтамран – 119 экземпляр). Библиотека фондне кĕнеке пухассипе ирттернĕ акцисем тата парне паракан авторсен шучĕпе те пуянлатаççĕ.

– Библиотекăсем пичет кăларăмĕсене çырăнса илеççĕ-и?

– Кашни библиотека вăтамран 18 экземпляр пичет кăларăмĕ илсе тăрать.

– Вулакана мĕнле майпа илĕртетĕр?

– Пĕлтĕр библиотекăсенче «Ырă кĕнеке, ырă ĕç, ырă ят», «Кĕнеке пуриншĕн те», «Ырă кĕнекепе чирлеместĕн», «Кĕнекене – ял ачисене» акцисем иртнĕ. Парне паракансенчен килнĕ кĕнекесем тĕп библиотекăра, Атайкасси, Чумкасси, Тутаркасси, Кăшавăш ял библиотекисенче вырăн тупнă.

– Пур тытăма та – медицинăра та, вĕрентÿре те – электрон информаципе тултарасси сарăлса пырать. Электрон каталогсем сирĕн те пуянлансах пыраççĕ-тĕр?

– Тĕп библиотека кĕнеке фондне 2014 çултах электронлă каталога кĕртнĕ. Çавăн пекех библиотека «Чувашинка» наци печечĕнчи статьясен пĕрлехи библиографи базине йĕркелес ĕçе хутшăнать. Çĕнĕ технологисемпе, Интернет сечĕпе усă куратпăр, вăхăтпа пĕр утăмлă пулма тăрăшатпăр. Раççей патшалăх библиотекипе тунă килĕшÿ тăрăх, вулакансем Наци электрон библиотекине Интернет урлă кĕме пултараççĕ. Кунсăр пуçне тĕп, Шемшер, Ишлей ял библиотекисем «ЛитРес» электрон библиотекин фончĕпе усă курма майсем туса панă.

– Библиотекăна япăх куракансем те çÿреççĕ. Вĕсене мĕнле майпа пулăшатăр эсир?

– Виççĕмĕш çул тĕп библиотекăра Л.Н. Толстой ячĕллĕ куç япăх куракансен республика библиотекин куçса çÿрекен вулавăшĕ ĕçлет. Япăх куракансем Брайль шрифчĕпе, пысăк шрифтлă кĕнекесем урлă юратнă авторсене вулаççĕ. Çавăн пекех вĕсен аудиокĕнекесемпе те паллашма май пур. Паянхи кун тĕлне çакăн пек кĕнекесем 218 экземпляр, вĕсемпе 42 çын усă курать.

– Иртнĕ çул мĕнпе асра юлчĕ?

– 2016 çулта 3221 мероприяти ирттертĕмĕр, вĕсене 42634 çын хутшăнчĕ. «Библиотека каçĕ», «Венок Пушкину», «Çулталăк кĕнекине суйлатпăр» акцисене çынсем хаваспах хутшăнчĕç. «Уçă тÿпе айĕнчи «Вула, район!» çуллахи вулавăш залĕ» проекта вара районти 39 библиотека та хутшăнчĕ. «Шупашкар районĕнчи электронлă гражданин» программа кăмăл тăвакансене библиотекăра компьютерпа усă курма пулăшнине те асăнса хăвармалла. 2016 çулта район библиотекисем район, республика тата çĕршыв шайĕнче 41 наградăна тивĕçрĕç.

Сăмах май

Районти библиотекăсен фондне пуянлатма федераци бюджетĕнчен 18700 тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен – 519300 тенкĕ, вырăнти бюджетран – 527298 тенкĕ, бюджет тулашĕнчен – 154200, парне кÿрсе – 7000 тенкĕ.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости