Санăн ялунта таса-и?

Район тăрăх çÿренĕ май çул айккисемпе çÿп-çап куписене чылай курма пулать. Ялсене шаларах кĕрсен те çак ÿкерчĕк куç тĕлне пулать. Çынсен тирпейсĕрлĕхĕ кăмăла хуçать.

Лепетер ялĕ çывăхĕнчи «Рассада» коллективлă сад юлташлăхне кĕнĕ çул пуçĕнчех çÿп-çап выртать. Кунта вăрлăхран юлнă хутаçсем те пур. Шаларах кĕрсен вара тĕпрен илсен пластик кĕленчисенчен, хутаçсенчен тăракан санкцилемен пысăк çÿп-çап купине асăрхамасăр иртеймĕн. Çак тасамарлăх «хуçисем» – дачниксем. Коллективлă сада çÿрекенсем килĕсене кайнă чухне машинăсенченех çÿп-çап кăларса ывăтаççĕ иккен. «Пĕтĕмпех тасаччĕ, ак дача сезонĕ пуçланчĕ те каяш куписем те «ÿссе тухрĕç», – тет Чăрăшкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Виталий Павлов. Дачниксене субботник йĕркелесе çÿп-çапа турттарса тухмалли çинчен те пĕрре мар каланă вăл. Анчах пахчаçăсем çÿп-çапа çаплипех ăçта кирлĕ унта пăрахаççă, кашни вар пуçне каяшпа тултараççĕ. Тасамарлăха вара ял тăрăх администраци ĕçченĕсен вăйĕпе пуçтарма тивет. «Тирпей-илем кÿнĕ вырăнсене хăшĕ-пĕри куç умĕнчех çÿп-çап тăкса хăварать. Энтимĕркасси çывăхĕнче тата темиçе пĕчĕкрех сад коллективĕсем пур. Унти дачниксем вара çÿп-çап хутаççисене чарăну павильонĕ çумнех лартса хăвараççĕ», – тет ял тăрăх пуçлăхĕ çынсен тирпейсĕрлĕхĕпе тарăхнине пытармасăр.

Сарапакасси ял тăрăх администрацийĕнчен инçех мар, «Сарапакасси» чарăну павильонĕ çумĕнче сапаланса выртакан çÿп-çапа суккăр çын кăна асăрхамĕ. Тасамарлăх пирки «Вконтакте» социаллă сетьри «Тăван ен» ушкăнĕнче хыпарланă хыççăн тепĕр куннех çÿп-çапа пуçтарни пирки пĕлтерчĕç ял тăрăхĕнчен. Анчах çакă нумайлăха-ши? Çÿп-çапа ăçта кирлĕ унта перекенсем малашне тăван тавралăха варалма пăрахĕç-ши? Çакă çынсен культура шайне кăтартса памасть-и-ха? Тăван тавралăх тасалăхĕшĕн кашни çын яваплине манас марччĕ кăна.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости