Сикрĕç, чупрĕç… мала тухрĕç

Шупашкар районĕнчи хĕрарăмсен канашĕн спорт фестивальне ирттересси йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ ĕнтĕ. Хальхинче ăна Амăшĕсен кунĕ умĕн йĕркелерĕç. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Улăп» комплексăн пĕр залĕ ноябрĕн 19-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркипе туслă 150 ытла хĕр-хĕрарăма старта йыхравларĕ. 17 ял тăрăхĕн тата район больницин хĕрарăмсен канашĕсем командăсем сĕнчĕç.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçмашкăн ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Альбина Егоровна Егорова, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Павлович Димитриев, «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» коммерциллĕ мар организацин районти уйрăмĕн ертÿçи Алевтина Михайловна Исаева килсе çитрĕç.

Альбина Егоровна физкультурăпа спорта йĕркелессипе Чăваш Республики 2015 çул пĕтĕмлетĕвĕпе, физкультурăпа массăллă спорт номинацийĕнче, 85 субъектран малти вырăна йышăннине пĕлтерчĕ, çакнашкал ăмăрту йĕркелесе çут çанталăкăн черчен çуррисем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнине палăртса хăварчĕ, пухăннисене ăнăçу сунчĕ. Алевтина Михайловна Хĕрарăмсен канашĕ курăмлă ĕçленине, районти ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, сăмахран, асăннă канаш пуçарăвĕпе Çĕнтерÿ кунĕ умĕн «Астăвăм çурти», «Сывлăх сукмакĕ» тата ытти мероприяти иртнĕ.

Ăмăртăва пухăннă Шупашкар район пикисем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе тупăшрĕç: скакалкăпа сиксе, сĕтелçи теннисла выляса, мечĕке баскетбол карçинккине кĕртсе, пресс упражненийĕпе, çăмăл атлетикăпа, дартспа, эстафетăра ăмăртса. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ ушкăнра палăртрĕç – 18-35, 36-49 çулсенчисен, 50-ри тата аслăраххисен йышĕнче.

Пĕтĕмĕшле илсен, командăсем ума лартнă тĕллевсене пурнăçларĕç, пур тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Спортра вăйлинчен вăйли мала тухать. Судьясем кашни ушкăнра малти вырăнсене палăртрĕç, çавăнпа та наградăсене çĕнсе илекен чылайччĕ. Хăшĕ-пĕри тăруках темиçе тĕсре малти вырăнсене йышăнчĕ. Тĕслĕхрен, Маргарита Алексеева мечĕке карçинккана лектерсе, скакалкăпа сиксе, пресс упражненийĕпе мала тухрĕ. Ачаран спортпа туслăскер хальхинче те маххă памарĕ. Командăсенчен малти вырăнсене çак ушкăнсем çĕнсе илчĕç: Кÿкеç ял тăрăх канашĕ – 1-мĕш, Тутаркасси ял тăрăх канашĕ – 2-мĕш, Кăшавăш ял тăрăх канашĕ – 3-мĕш. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç.

Сăмах май

Хĕрарăмсен канашĕн спорт фестивалĕ районта 2013 çултанпа иртет.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости