Сипленме хирĕçлесен…

— Наркомансене хистесе сиплеме пулать-и? Енчен те хирĕçлесен вĕсемшĕн мĕнле те пулин яваплăх пур-и?

Кирилл ЖУКОВ, Кÿкеç

Илья ГАВРИЛОВ, район прокурорĕн пулăшуçи:

– РФ Уголовнăй кодексăн 72.1 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн наркоманипе чирлĕ çынна штрафпа, юсанмалăх ĕçпе явап тыттарнисĕр е ирĕклĕхсĕр хăварнисĕр пуçне суд сипленмелли, медицина е социаллă реабилитаци тапхăрне иртмелли йышăнăва кăларма пултарать. Енчен те наркотик япалисене, психотроплă хутăшсене тухтăр çырса памасăрах ăша хывакан çын суд йышăнăвне пурнăçламасăр медицина тĕрĕслевĕ, профилактика мероприятийĕ, социаллă реабилитаци иртме, урăхла каласан, сипленме, хирĕçлет пулсан вăл РФ КоАПĕн 6.9.1 статйипе явап тытма пултарать – 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штраф е 30 талăк таран арест.

Наркоманипе чирлĕскер тухтăр патне пыма хирĕçлет е вăл çырса панисене пурнăçламасть, больницăран е социаллă реабилитаци центрĕнчен хăй ирĕкĕпе тухса каять пулсан апла тăк вăл сипленме хирĕç. Кунашкал çынна пĕрре çеç мар явап тыттарма пулать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости