Смоленскран – медальсемпе

Мартăн 12-13-мĕшĕсенче пирĕн ентешсем Смоленскра шалта иртекен çăмăл атлетикăн хĕллехи чемпионатĕнче тупăшнă. Пĕтĕмпе унта Раççейĕн 42 регионĕ хăйĕн командисене тăратнă.

Чăваш Енрен 80 çултан аслăрах икĕ спортсмен, Ленинград блокадине хутшăннă ватă тата тăватă спорт ветеранĕ хутшăннă. Çав шутран – Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ спортсменсем Роза Алексеева (Алькеш ялĕ), Маргарита Николаева (Колешша), Людмила Федорова (Тутаркасси). 60 çултан аслăрах хĕрарăмсенчен йĕтре тĕртессипе Роза Алексеева чемпион пулса тăнă, 800 тата 1500 метр тăршшĕне чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Маргарита Николаева вара 3000 тата 400 метр тăршшĕсенче пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ, 800 метра виççĕмĕш чупса çитнĕ. Людмила Федорова вара 3 000 тата 5 000 тăршшĕсене утса 2-мĕш вырăна йышăннă.

Палăртмалла, республикăра кăна мар, федерацин Атăлçи округĕнче иртекен ăмăртусенчен те ентешсемпысăк çитĕнÿсемпе таврăнаççĕ. Вĕсем спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене те тултарнă, республикăн, Раççейĕн темиçе хут чемпионĕсем.

«Пушă вăхăт пачах та çук. Хĕл йĕлтĕр çинчех иртрĕ. Пĕр ăмăрту хыççын канма ĕлкĕрейместпĕр – теприне йыхравлаççĕ», – тет Роза Васильевна. Кăçал кăна вăл йĕлтĕрпе чупассипе районта, республикăра теçеткерен те ытларах хут чемпион пулса тăнă. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем яланах пĕрле старта тăнă спорт ветеранĕ Петр Федоров нумай пулмасть кисретнĕ инкеке пула ăмăртусене хутшăнайманнишĕн çеç хĕрхенсе калаçаççĕ. Пушар ăна хĕл варринчех, иртнĕ уйăхра, çурт-йĕрсĕр тăратса хăварчĕ.

Смоленскран таврăннă хыççăнах Шупашкар район команди Самар облаçне тухса кайрĕ. Кунта Федерацин Атăлçи округĕн пенсионерĕсен спартакиади иртет. Делегацие Чăваш Республикин Пенсионерсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Ростислав Данилов ертсе пырать. Паян ăмăртусем çăмăл атлетика, мини-гольф, дартс, шашка, сĕтелçи теннис енĕпе иртеççĕ. Шупашкар районĕнчен унта Роза Алексеева, Борис Иванов, Константин Иванов, Римма Прокопьева хутшăнаççĕ.

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости