Спектакль – чун валли

Сăпайлă та хăйĕн пирки сăмахласах кайман Сергей Порфирьевпа теннисла, дартсла, шашкăлла выляссипе районта иртнĕ инвалидсен ăмăртăвĕнче паллашма тÿр килнĕччĕ. Каччă ăмăртусенче çеç хастар мар, Кăшавăш ял тăрăхĕнчи пĕр культура мероприятийĕ те унсăр иртмест. 36 çултискер юрлама та ăста, спектакльте те вылять. Пĕр-пĕр концерта ертсе пымалла-и – ăнах шанаççĕ. Унсăр пуçне вăл «Приволжское» ОАО-ра юрист тивĕçĕсене пурнăçлать.

Юрлать, спектакльте вылять

Сергей Кăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Кăшавăш шкулĕнче вĕреннĕ. Ача чухнех ашшĕ-амăшне, юлташĕсене кура йĕтем çине ĕçлеме çÿренĕ. Тен, çавăнпах пуль ял пурнăçĕнчен писмен. Вĕренсе тухсан вăл пĕр училищĕре телевизорсем юсакан маçтăр профессине алла илет. Кунпа çырлахмасть-ха çамрăк, аслă шкула вĕренме кĕрет, Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа ăс пухса юрист профессине алла илет. Çамрăк специалиста «Приволжское» хуçалăх ертÿçи ĕç сĕнет, паян кун та Сергей кунтах вăй хурать.

Çемьеленме ĕлкĕреймен 36 çулти яш кану вăхăтне епле ирттерет-ши? Çакăн пирки кăсăклантăм. Унăн вара пушă вăхăт çукпа пĕрех – вăл пур ĕçре те хастарлăх кăтартать. Юрлас, сцена çине тухса тĕрлĕ сăнар калăплас туртăм ăçтан-ши, хăçан çуралнă-ши тата? «Вăхăт ирттерес тесе клуба тухма пуçларăм. Клуб ертÿçи Светлана Калишова тата кунта вăй хуракан Регина Чернова ертсе пынипе спектакль хатĕрлеме йышăнтăмăр. Спектакльсене, культура мероприятийĕсене хутшăнни – чун ыйтнипе, хамăншăн кăна», – каласа пачĕ хăйĕн пултарулăхĕ пуррине хăй те ĕненменскер.

Кăшавăш клубĕ çумĕнчи театр нумай пулмасть йĕркеленнĕ. Вĕсем хальлĕхе сцена çине пĕртен-пĕр «Хăтасем» ятлă спектакльпе кăна тухнă пулин те вырăнти халăх вĕсене хапăл туса йышăннă.

«Дартс тата теннис кăмăла каять…»

Сергей – районти инвалидсен обществин хастарĕ. Вăл сусăрсем валли йĕркелекен ăмăртусене те хутшăнмасăр юлмасть. Районта ял тăрăх чысне хÿтĕлет пулсан, республика шайĕнчи ăмăртусенче вара – район чысне. Акă, виçĕм çул теннисла выляса республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Уйрăмах каччă дартсла тата сĕтелçи теннисла выляма кăмăллать. «Ăмăртусенче мала тухма тренировкăсем ирттерни пулăшать», – пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне. Кăшавăш тăрăхĕнчен спортпа туслă хастарсем татах та пур – Юрий Яргунин акă, республика шайĕнчи ăмăртура шашкăлла тата шахматла выляса район чысне хÿтĕленĕ. Кăшавăш тăрăхĕнчи 2 хастар пĕлтĕр те сусăрсен ăмăртăвне хутшăннă. Кĕркунне иртекен республика шайĕнчи ăмăртăва кам каясси хальлĕхе паллă мар пулин те йыхравласан – Сергей хирĕç мар-мĕн.

Пултаруллă та ĕçченскере пикесем те куç хывмалла пек, яш Турă çырнине тĕл пулайман-ха. «Сăпайлă çав…» – тет вăл хăйĕн пирки.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости