Спортра та маттур

Июнĕн 20-мĕшĕнче Кÿкеçри «Олимпийский» стадионра вĕрентÿ ĕçченĕсен республикăри III спартакиади иртнĕ. Унта Чăваш Енри хуласенчен тата районсенчен 19 команда хутшăннă. Учительсем вырăнтан тăршшĕне сикнĕ, 400 метр дистанцие чупнă, отжимани тунă, турник çинче туртăннă, дартсра тата савăнăçлă стартсенче хăйсен пиçĕлĕхне кăтартнă. Шупашкар район команди вĕрентÿре кăна мар, спортра та маттур пулнине çирĕплетсе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Хутран-ситрен çăвакан çумăрпа пăр та вĕсен ăмăрту кăмăлне хуçман.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости