Спорт хыпарĕсем

 Мартăн 9-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче «Урожай» ЧРФСО-н хоккей чемпионачĕ иртнĕ. Пăр çинче Шупашкар тата Çĕрпÿ районĕсен командисем тĕл пулнă, район команди хирĕç вылякансене 8:0 шутпа парăнтарнă.

 Мартăн 10-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн спортзалĕнче шкулта вĕренекен хĕрачасен хушшинче волейбол лигин 2-мĕш тапхăрĕ иртнĕ. Район команди 2-мĕш вырăна тухнă.

 Мартăн 10-12-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта çамрăксен хушшинче ишессипе мала тухассишĕн пĕтĕм Раççейри «Веселый дельфин» ăмăртăва хутшăнакансен суйлав ăмăртăвĕ иртнĕ. 50 метра парăнтарас эстафетăра район команди 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ, пĕччен ишессипе Савелий Николаев 2-мĕш пулнă.

 Мартăн 12-мĕшĕнче Муркаш салинче арçын командисен хушшинче волейбол вăййин 2-мĕш лигин 2-мĕш турĕнче район команди 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

 Мартăн 12-13-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче «Урожай» ЧРФСО-н хоккей чемпионачĕн çурма финалĕ тата финалĕ иртнĕ. Район команди 4-мĕш пулнă.

 Мартăн 13-мĕшĕ – «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче арçын командисен хушшинче волейбол вăййин республика чемпионачĕ иртнĕ. 1-мĕш лигăн 2 çаврăмĕнчи 4-мĕш турĕнче ЧЭМЗ (Шупашкар районĕ) тата МГМУ (Шупашкар хули) командисем вăй виçнĕ. ЧЭМЗ команди хирĕç вылякансене 3:0 шутпа çĕнтернĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости