Стартра – аслă çултисем

Майăн 21-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх стадионĕнче аслăрах çынсен хушшинче «Спортлă вăрăм ĕмĕр» II район спартакиади иртрĕ. Унта пенси çулĕсенчи 50 ытла хастар хутшăнчĕ.

Ăмăртăва район пуçлăхĕ Алевтина Исаева тата Раççей пенсионерĕсен канашĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Ростислав Данилов уçрĕç. Вĕсем спартакиада пĕлтĕрхипе танлаштарсан сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан аслăрах çулхи çынсене нумайрах пухнине палăртса хăварчĕç. «Çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартатăр», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Алевтина Михайловна пухăннисене çирĕп сывлăх, ăнăçу, ырă кăмăл-туйăм суннă май.

Пенсионерсем ишессипе, пăшалпа перессипе, шахматла, сĕтел çи теннисла выляссипе, чупассипе тупăшрĕç. Тутаркасси ял тăрăхĕнчен ăмăртăва 11-ĕн килнĕ. Команда ертÿçи Елизавета Кириллова – ял тăрăхĕнчи пенсионерсен канашĕн председателĕ. Галина Павлова команда чысне шахматла выляса хÿтĕлерĕ, Вера Блинова вара чупас енĕпе. Авдей Кубаревпа Людмила Федорова пăшалпа тĕл перессипе тупăшрĕç. «Ăмăртăва чи хастаррисене суйласа илтĕмĕр», – пĕлтерчĕ команда ертÿçи çĕнтерĕве шанса.

Малти вырăнсене Тутаркасси, Апаш тата Çĕньял ял тăрăхĕсем пĕр-пĕрин хушшинче пайларĕç.

ЕЛЕНА ДМИТРИЕВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости