Стипендие тивĕçессишĕн

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви ЧР Министрсен Кабинечĕн 17.11.1999 ç 231 №-лĕ «Об утверждении положения об именных стипендиях Главы ЧР» постановленийĕпе килĕшÿллĕн шкулсенчи пултаруллă, вĕренÿ ĕçĕнче пысăк результатсем кăтартакан вĕренекенсене, шкулта пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан, пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, республикăри предмет олимпиадисен, турнирĕсен, смотрсен, конкурссен лауреачĕсемпе дипломанчĕсене валли конкурс ирттерет. Асăннă конкурс ЧР Пуçлăхĕн 20 ят стипендине – çулталăк тăршшĕпе кашни уйăхрах 400 тенкĕ – тивĕçме май парĕ.

Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансен 2015 çулхи августăн 3-мĕшĕччен ЧР вĕрентÿ министерствин шкул çулчченхи тата пĕлÿ паракан уйрăмне (Шупашкар хули, Президентски бульвар, 17-мĕш çурт, 616 пÿлĕм) портфолио тăратмалла.

Республика Пуçлăхĕн стипендине (çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1830 тенкĕ) илме хатĕрленекен 30 çул тултарман çамрăксен вара документсене кăçал августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20 мĕшĕччен тăратма ĕлкĕрмелле.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости