Строительство чакмасть

Ытти регионпа танлаштарсан республикăн строительство сферинчи лару-тăру япăхах мар, çапах та çурт-йĕр туянма май тупакансем сахаллансах пынине йышăнмаллах. Республика Правительствин членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен территорири ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура çакăнпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Калаçу йывăр лару-тăруран тухайман, хăйсем çине илнĕ тивĕçе пурнăçлайман уйрăм организацисем пирки те пулнă. Налог тÿлевĕсем урлă пĕрлештернĕ бюджета çухату илсе кĕме пултаракан тÿнтерлĕхсем паян, шел те, çук мар. «Пирĕн тĕллев – йывăрлăхсене халăхран сирсе ярасси. Строительствăра ĕçрен хăтарнă кадрсене урăх ĕç вырăнĕ сĕнсе квалификацие улăштарма пулăшмалла. Ĕçе илекенсен сĕнĕвĕсем паян ĕçсĕррисен йышĕнчен виçĕ хут пысăкрах. РФ Ĕç министерстви пулăшнипе республикăра паян ку енĕпе программа та пурнăçланать», – палăртнă ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев.

Хальхи вăхăтра республикăри 2 пин га лаптăк çинче комплекслă строительствăн 56 проекчĕ пурнăçланать, пĕтĕмпе 1 млн 200 пин тăваткал метр лаптăклă 169 пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пырать. Унта пая кĕрсе хутшăнакансен асăрханулăхĕ пирки те манмалла мар. «Пая кĕрсе çĕр-çĕр çын улталаннă чухнехи лару-тăрăва тепĕр хут тÿсме юрамасть пирĕн», – чĕнсе каланă Пуçлăх влаç органĕсен ертÿçисене çакнашкал схемăсене пурнăçа кĕртме памалла марри пирки.

2016 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче Чăваш Енре 39515 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çав шутран 8564 тăваткал метр – уйрăм çурт-йĕр. ЧР Строительство министерствин информацийĕ тăрăх, 4301 тăваткал метр пурăнмалли лаптăка хута янă Шупашкар районĕ чи пысăк строительство калăпăшĕпе палăракан муниципалитетсен йышĕнче. Патăрьел районĕнче ку кăтарту 1501 тăваткал метрпа танлашать, Канаш районĕнче – 898 тăваткал метрпа. Ултă муниципалитетра (Йĕпреç, Муркаш, Пăрачкав, Комсомольски, Етĕрне районĕсем тата Çĕнĕ Шупашкар хули) строительство ĕçĕсем «шăнса ларнăпа» пĕрех – кăтартусем çук. Шупашкар районĕнче çурт-йĕр строительствин ÿсĕмĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 3,1 хут ытларах.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости