Счетчик бюджета перекетлет

2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта коммуналлă пулăшу тÿлевĕсем 2014 çулхи декабрь уйăхĕн шайĕнчех юлаççĕ. Январĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура çакăн пирки ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова пĕлтернĕ.

Улшăнусем пур

Хальхи вăхăтри хаксем 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен сыхланса юлĕç. Ун хыç­çăн ăшă энергийĕн, сивĕ шыв тарифĕсем Федерацин тариф служби республика валли палăртнă ÿсĕм индексĕсен шайĕпе килĕшÿллĕн пысăкланĕç: ăшă энергийĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен 108,8% хакланать, сивĕ шыв тата канализаци – 112,2%. Хула халăхне тивĕçтерекен электроэнерги тарифĕсене 2,8 тенкĕ/кВт-сехет шайĕнче çирĕплетнĕ, ял халăхне – 1,96 тенкĕ/кВт-сехет. Çутçанталăк газĕн хакĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен 107,5% ÿсет.

Граждансем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлевсен ÿсекен чи пысăк хакĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен 11,2%-па танлашĕ. Михаил Игнатьев халăхăн пĕчĕк тупăшлă категорине хÿтĕлесси республика Правительствишĕн тĕп вырăнта пулмалли пирки каланă. Паянхи кун тĕлне кашни пиллĕкмĕш çемье ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме бюджет субсидийĕпе усă курать.

Çемье бюджетне перекетлеме май паракан тепĕр мел – çуртра е хваттерте шут приборĕсем вырнаç­тарни.  Шывпа е газпа усă курнине шута илекен счетчиксĕр пурăнакансем çакна  кăçалхи пĕрремĕш квитанцие илнĕ хыççăнах ăнланса илĕç. Январĕн 1-мĕшĕнчен нормативсене ÿстерекен коэффициентсем вăя кĕреççĕ. Çакă шут приборĕсем вырнаçтарма «маннă» граждансен тÿлевĕсем кашни çур çултах 10% чухлĕ ÿссе пырасса пĕлтерет. Çак «санкцие» Шупашкар районĕнче пурăнакансен 30% лекме пултарать. Паянхи кун тĕлне счетчиксен пĕлтерĕшне шута хуманнисен йышĕ шăпах çакăн чухлĕ. Çав вăхăтрах экспертсем виçĕ çынран тăракан çемье  счетчиксене вырнаçтарнă хыççăн ултă çул хушшинче 200 пин тенкĕ перекетленине шутласа кăларнă.

Ÿсĕм çухатусене саплаштармасть

Чăваш Ен çурт-йĕр инспекцийĕн коммуналлă пулăшу тÿлевĕсен тĕрĕслев уйрăмĕн пуç­лăхĕ Галина Кошелева вĕри шыв тарифĕ мар, ăна ăшăтассипе çыхăннă тăкаксем ÿсни пирки пĕлтерчĕ. «Ăшăшăн малашне ытларах тÿлеме тивесси те куç кĕрет, мĕншĕн тесен вăл тулаш сывлăш температуринчен килет, – хутса ăшăтмалли çак тапхăртан эпир ăшшăн унпа усă курнине кура çичĕ уйăх тăршшĕ тÿлетпĕр. Çуртра пурăнакансенчен ăна шутлав приборĕн кăтартăвне кура илеççĕ. Май-сентябрь уйăхĕсенче çакăншăн тÿлеме тивмĕ», – ăнлантарчĕ Галина Алексеевна.

11,2% – Республикăри 292 муниципалитетшăн вăл шăпах çакăн чухлĕ пулĕ. Муниципаллă тăватă йĕркеленÿшĕн, çав шутра Шупашкар районĕнчи Лапсар ял тăрăхĕшĕн те 12,2%-па танлашĕ. ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин коммуналлă комплексри тарифсене йĕркелесе тăракан уйрăмĕн пуçлăхĕ Ольга Дмитриева пĕлтернĕ тăрăх – Шупашкар хулипе Лапсар ял тăрăхĕнче коммуналлă пулăшу тарифĕсем пĕр пек ÿсни вĕсене пĕр  организацисем – «Водоканал» тата «Коммуналлă технологисем» – пăхса тăнипе çыхăннă.

12,2% – тарифăн ÿстерме юранă чи пысăк виçинчен ытла мар – çапла ăнлантарчĕç «Водоканалăн» план уйрăмĕнче. «Анчах хаксене çакăн пек ÿстерни те компани тăкакĕсене туллин саплаштараймасть. Мĕншĕн тесен счетчиксемпе пĕрлех çынсем тĕрлĕ ултав меслечĕсем усă курма хăнăхса çитнĕ. Хуçасăр нумай сете, насоссене пăхса тăма тивни пирки, пысăк çухатусене пула организаци тарифсене хăпартма шут тытнă. «Коммуналлă технологисем» вара хаксене ÿстернĕ май ăшăпа тивĕç­терессин инвестици программипе котельнăйсене юсасшăн, сетьсене, ăшă пункчĕсене хатĕрлесшĕн», – ăнлантарчĕç халăха коммуналлă пулăшупа тивĕçтерекен организацире.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ, ЕЛЕНА ГУБАНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости