Сыхă пулар – шыв-шуртан та, пушартан та

Çанталăк кунран-кун ăшăтать, кĕçех çырма-çатра тăрăх шыв кĕрлесе юхма тытăнĕ. Чăваш Ен гидрометеорологи центрĕн кăтартăвĕсемпе кăçал çуркунне шыв ытти çулхи нормăран ытларах хăпармалла. Температура виçи те витĕм кÿрет – Раççей гидрометеорологи центрĕн прогнозĕпе, март уйăхĕнче сывлăш температури юлашки çулсенчи вăтам кăтартуран пысăкрах пулĕ. Ăшă çанталăкра юр хăвăртах ирĕлет, эппин, ейÿ ял-саласенче, хуласенче пурăнакансемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Лару-тăру хальлĕхе лăпкă

Шыв-шуртан асăрханасси Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен ĕçлĕ канашлăвăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ертÿçĕсем палăртнă тăрăх, пĕвесемпе юхан шывсенче шыв хăпарнă, иртнĕ эрнере Сăр тата Çавалта шыв 15-25 см ÿснĕ. Ейÿ республикăри 55 ял-салапа 16 муниципалитет пĕрлĕхне сиен кÿме, 2200 çын пурăнакан 885 çурта шыв айне тума пултарать. Уйрăмах Улатăр, Пăрачкав тата Çĕрпÿ районĕсем хăрушлăхра.

Паянхи куна илес пулсан, регионта лару-тăру аванах – çапла пĕлтернĕ Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров. «Çурхи ейÿпе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине сирес тĕллевсене пурнăçа кĕртме вăйсем çителĕклĕ. Лару-тăрăва сăнаса тăратпăр», – шантарнă вăл. Çуркунне çывхарнă май Чăваш Енри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çурхи ейÿрен сыхланмалли ĕç планне хатĕрленĕ. Коммуналлă тытăма тата шыв илессине аварисĕр, шыравпа çăлав тата ытти службăна инкек-синкекре йĕркеллĕ ĕçлеттерес ыйтăва пăхса тухнă. Шыв сооруженийĕсене, таса шыв пахалăхне, строительство организацийĕсем юсава хатĕррине те тĕрĕслĕç. Республикăра 557 гидросооружени, вĕсене вырăнти муниципалитет пĕрлĕхĕсем асăрхасах тăрĕç.

Пĕвене тĕрев кирлĕ

Тунтикун райадминистрацин лару залĕнче райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – комисси председателĕ Сергей Ванюшкин – ертсе пынипе ял тăрăх пуçлăхĕсем, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем ейÿ сарăлассинчен сыхланас, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас ыйтусене сÿтсе яврĕç. Комисси председателĕн çумĕ Валерий Михайлов 2017 çулта ейĕве хирĕç мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, сывлăш температури çĕрлесерен 00 шайĕнче тăни юра хăвăрт ирĕлме памарĕ. Лару умĕн кăна Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчен хыпар килнĕ – шыв-шур тапрансан Хорнсор ялĕнчи пĕвене татса каяс хăрушлăх пур, кая юличчен унта юсав ĕçĕсем ирттермелле. Комисси членĕсем кая юлмасăр çав вырăна тухма калаçса татăлчĕç.

Районта ейÿ сиен кÿме пултаракан вырăнсем паллă – Тутаркасси ял тăрăхĕнчи Юртукасси, Улатăркасси тата Анатри Макаç ялĕсенче пурăнакансем кашни çуркуннене шикленсе кĕтеççĕ. Çавал юхан шывĕ сарăлса сăтăр кÿрессинчен сыхланас тĕллевпе вырăнти ял тăрăх администрацийĕ хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума хатĕр – ял çыннисене май пур таран пулăшма та. Çут çанталăк пулăмне хирĕç тăма май килмесен Улатăркассинчи 25, Юртукассинчи 288, Анатри Макаçра 258 çынна эвакуацилемелле – вырăнти ача сачĕпе шкул алăкĕсем уçă, выльăх-чĕрлĕхе «Атлашевский» СХК йышăнма хатĕр.

Килĕрен – огнетушитель

Управляющи компанисем ейĕве мĕнле хатĕрленни çинчен райадминистрацин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефимов каласа пачĕ. Районти надзор ĕç-хĕлĕн пуçлăхĕ Денис Портнов пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕнче правилăсене пăхăнмалли çинче чарăнса тăчĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Ишлей ял тăрăх пуçлăхĕ Евгений Субботин вырăнти пушар дружинине «кÿршĕсемпе» – атайкассисемпе тата çĕньял-покровскисемпе – пĕрле тытса тăма сĕнчĕ. Ахальтен мар, дружина маларах асăннă ял тăрăхĕсенче «хĕрлĕ автан» ташланă вырăнсене час-часах тухса çÿрет – 2016 çулхи август уйăхĕнчен тытăнса 20 пушар сÿнтерме хутшăннă. Маларах ейĕве хирĕç кĕрешес ыйтăва тапратнине кура пуçлăх Ишлей тăрăхĕнчи 2 пĕве авариллĕ лару-тăрура пулнине каларĕ, вĕсене юсамашкăн республика программине хутшăнас ыйтăва хускатрĕ. Юсав ĕçĕсем ыйтакан шыв объекчĕсем чылай тăрăхра пуррине палăртрĕç пухăннисем, вĕсене тĕреклетессине тимлĕх уйăрмаллипе килĕшрĕç.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Сергей Ванюшкин пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас тĕллевпе ял-саласенче килĕрен огнетушительсем пулмаллине палăртрĕ, ял тăрăх администрацийĕсен пуçлăхĕсене çынсене курттăмăн туянма пулăшма сĕнчĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости