Сăваплă вырăн

Виçĕм кун Тăрăн салинчи çăва çинче Сергий Радонежский çветтуй ячĕпе хисепленекен часовня тăррине çĕнĕ куполпа хĕрес вырнаçтарнă. Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава пилленипе район благочиннăйĕ Николай атте ăна светит тунă. Вăл каласа панă тăрăх, часовньăна пĕр уйăх каялла хăпартма пуçланă. Унта шалти ĕçсене кăна туса ирттермелле ĕнтĕ. Часовньăра турăшсем пулĕç, çынна юлашки çула ăсатма килнисен унта çурта лартма та май пулĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости