Сăмах çерçи мар, уншăн – 5 пин тенкĕ

Сăмах çерçи мар, çăвартан вĕçсе тухса кайсан – тытаймăн текен каларăша ытларах вырăссем асăнаççĕ пулин те, иккĕленмелли çук, унăн ăнлавĕ кирек мĕнле халăх çыннишĕн те ют мар. Çакна çирĕплетекен акă пĕр тĕслĕх. Ĕç-пуç иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче Ишлейре пулса иртнĕ.

Салара пурăнакан В. «Космическая» урамри пĕр çурт подъездĕнче хăйне ытла та ирĕклĕ тытнă: словарьте çук сăмахсемпе кăшкăрашнă. Вырăна çитнĕ полици сотрудникĕн лăпланма ыйтакан сăмахĕсене те вăл хăлхана чикмен. Çитменнине тата йĕрке хуралĕн представительне те усал сăмахсемпе вăрçса пĕтернĕ, кÿрентернĕ. Çапла хăтланнă хыççăн арçынна явап тыттармалли кăна юлнă. РФ Уголовнăй кодексĕн 319 статйипе (влаç представительне хирĕç тăни) уголовнăй ĕç пуçарнă.

Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, В. судра хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, анчах çакă ăна явапран хăтараймĕ. Миравай судьян приговорĕ çакăн пек: штраф – 5 пин тенкĕ. Çапла, кирек мĕнле сăмах калас умĕн те малтан çиччĕ виçсе пĕрре касмалла, унсăрăн суд сакки çине ларма тивĕ.

Арăм çук, анчах парăм пур

Куç умĕнче каллех приговор. Хальхинче кама тата мĕншĕн айăплаççĕ тетĕр-и? Каллех алимент тÿлеменшĕн. Шупашкар районĕнче пурăнакан М. мăшăрĕпе уйрăлса кайнă хыççăн çул çитмен ачишĕн алимент тÿлемен, урăхла каласан, суд йышăнăвне ним вырăнне те хуман. Çавăнпа та парăм 70 пин тенкĕрен те иртсе кайнă. Арçын вара сумма уйăхсерен пысăкланса пынине «асăрхаман» та, суд приставĕсем каланине те итлемен.

Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, нумаях пулмасть ăна каллех суд сакки çине лартнă. Закона пăхăнманшăн РФ УК-ĕн 157 статйипе (1 п.) айăпланă, унăн юсанмашкăн 7 уйăх ĕçлемелле тата тупăшĕн 10% патшалăха тÿлемелле.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости