Сăнран пăхса пĕлеççĕ…

Çапла, мĕн пур-ши пурнăçран хакли? Пурнăç хакĕн тĕшшине пур енлĕн виçес пулсан тĕрлĕрен шухăшлакан тупăнать. Пĕрисем ăна мулпа, тупрапа хаклама тăрăшаççĕ, теприсем – пурăнса ирттернĕ çулсен шучĕпе. Виç-
çĕмĕшĕсем кăмăл-сипет çирĕплĕхне малти вырăна хураççĕ.

Ку тавлашу ĕмĕртенпех пырать. Чăваш халăх поэчĕ Константин Иванов калани те асрах: «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен… Анчах укçапала эрехех çынна ăсран кăларать». Çак сăмахсене хирĕçлеймĕн, ăна кулленхи пурнăç тÿрре кăларать.

Нумай çул пурăнакансен шухăшлавĕ пирки тĕл пулакан тĕслĕх чылаях.

– Мĕнле пурăнатăн, юлташ? Курманни нумай пулать, – пытармасть пĕри савăк кăмăлне.

– Пурăнатăп-ха, япăх мар тесшĕн. Эпĕ халь комдив вĕт, – хуравлать тепри.

– О-о, кун пеккине илтме питĕ хавас. Пенсире пулин те кунашкал пысăк ĕçе мĕнле шанса пачĕç сана? – интересленет юлташĕ.

Шÿтлесе каланине вăл тÿрех ăнкарса илеймен. Комдив – дивизи командирне кĕскетсе калани мар, тепĕр майлă вăл – пенсире пушă вăхăта килте телевизор курса диван çинче ирттернине пĕлтерет. Хăш чухне çын миçе çултине сăнран пăхса пĕлме çук. Акă, тахçантанпах палланă çынна куртăм та вăл пенсие тухни 10 çула яхăн иртнине аса илтĕм.

– Петр Николаевич, эсир халĕ те 55 çултинчен ытла курăнмастăр, – тетĕп. Чăн та, Петр Николаевич пирки кунашкал калани вырăнлă – ĕçкĕпе иртĕхмест, пирусне туртмасть. Çамрăкранах спортпа туслă, уйрăмах йĕлтĕрпе ăста ярăнать. Районти ăмăртусенче вăл чи вăйлисен ретĕнчеччĕ, республикăрисенче те лайăх кăтартусемпе палăратчĕ. Вăл Çĕньял вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ çулсенче район шайĕнчи «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриотизм вăййисенче вĕрентÿ заведенийĕн команди яланах малта пулнă.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан Михаил Савельев çинчен те лайăххине кăна каламалла. Ишлейри вăтам шкултан вĕренсе тухсан пысăк вольтлă аппаратура заводĕнче ĕçленĕ. Физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелесе пырса хăй те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Уйрăмах йĕлтĕрпе ярăнма кăмăлланă вăл, çулла футболла вылянă, велосипедпа ярăннă. Лайăх кăтартусемпе палăрса грамотăсемпе парнесене пĕрре мар тивĕçнĕ. Спортра кăна мар, ÿнер ĕçĕнче те маттур вăл. Ташă ушкăнĕпе тĕрлĕ смотрта, юрă уявĕсенче палăрнă.

Ĕмĕр сакки сарлака, пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар тенĕ халăхра. Ăна пĕр чăрмавсăр утса тухма вăй-хал пайтах кирлĕ. Теприсене сăн-питрен пăхатăн та – çур ĕмĕртен иртнĕ е пенсие çитнĕ тесе шухăшлатăн. Çывăхрах паллашсан вара çав çын 50 çула çитменнине пĕлетĕн – эрех-сăрапа ашкăннăран ватă курăнать.

– О-о-о, тахçантанпах курман, мĕнле утать-чупать, – алă тытсах сывлăх сунаççĕ Дмитрий Ярославцев, Валерий Варламов тата ялти ытти хăш-пĕр çамрăк. – Халь сире çавăн чухлĕ çулта тесе калаймăн, – пĕлтереççĕ мана. Тÿрех калас, кун пек ырă сăмахсемпе сывлăх сунни вăй-хăват хушнă пекех. Вĕсемпе калаçса кайнă май хам пурнăçри лайăх самантсене аса илетĕп: физкультурăпа спорта килĕштернине, чылай çул районти, ялти пултарулăх ĕçне хутшăннине…

Финиш та çывхарса килет. Унта çитичченех дистанцирен тухса ÿкес марччĕ тесе шухăшлатăп. Халăхра, ачамăрсенче, çамрăк ăрура ырă ят çеç хăварасчĕ – çак шухăш канăç памасть. Уншăн тăрăшма вăй-хал, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ çитинччĕ.

ГЕННАДИЙ КОННОВ, МĂНАЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости