«Сăрă» шалушăн – штраф

Кашни çын официаллă майпа ĕçлесе укçа илмелле тетпĕр пулин те закона пăсакансем пур пĕрех тупăнаççĕ. Район прокуратури тепĕр тĕслĕх тупса палăртнă. Хăй тĕллĕн ĕçлекен икĕ предприниматель патĕнче кунашкал фактсем куç тĕлне пулнă. В. патĕнче К. сутуçăра çур çула яхăн тăрăшнă, анчах та ĕç килĕшĕвĕ туман. Л. предприниматель те çакнашкал схемăнах пăхăннă. Урăхла каласан иккĕшĕ те РФ Ĕç Кодексĕн 67-мĕш статйине пăснă. Тĕрĕссипе вара çын виççĕмĕш кун ĕçе тухсанах унпа çырса, алă пусса килĕшÿ тумалла. Предпринимательсен явап тытмалли куç кĕретех. Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, иккĕшне те РФ КоАПĕн 5.27 статйипе (3 п.) айăпланă. Йышăну çапла: пĕрин – 8 пин, теприн 10 пин тенкĕ штраф тÿлемелле.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости