«Сăрă» ĕç укçи – штраф сăлтавĕ

— Ĕçлеме вырнаçрăм – анчах та ĕç кĕнеки манăн халĕ те тап-таса. Предприяти ертÿçи стажировкăпа сăлтавласа манпа килĕшÿ тума васкамасть. Манăн мĕнле майпа çине тăмалла?

Елена ДМИТРИЕВА, Кÿкеç

Илья ГАВРИЛОВ, Шупашкар район прокурорĕн пулăшуçи:

– РФ Ĕç кодексĕн 67-мĕш статйи ĕç килĕшĕвне икĕ экземплярпа çырса çирĕплетме хушать. Ăна икĕ енĕн те алă пусмалла. Çакăн пек майпа çирĕплетмен ĕç хутшăнăвĕсем ĕç паракан е унăн представителĕ хушнипе ĕçе кÿлĕнсен тин пур пек шутланаççĕ. Ĕçе пуçăннă самантран организаци ертÿçин виçĕ кунран кая юлмасăр килĕшÿ çырса хатĕрлемелле.

Ĕçлекенсен прависене хÿтĕлес тĕллевпе район прокуратури кулленех тĕрĕслевсем ирттерет. Вĕсенчен пĕри «Волжский рамочный завод» ООО закона пăхăнманнине кăтартса пачĕ. Акă, пĕр гражданка кунта икĕ уйăх дизайнерта ĕçленĕ. Ĕçе илес умĕн те, ĕçлеме пуçласан та çакăн пирки приказ кăларман, килĕшÿ туман. Апла пулин те ун çине должноç тивĕçĕсене тиенĕ.

Предприяти директорĕ закон ыйтнине пурнăçламасăр ĕçлекен çыннăн правине пăснă. РФ КоАПĕн 5.27 статйин 4-мĕш пайĕпе ĕç пуçарса ăна çакăншăн 10 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости