Сăтăрçăсене – капкăна

Ÿсен-тăран чирĕсене тата сăтăрçисене пула çулсерен тухăçăн 25% пĕтет. Раççейре ÿсен-тăран карантинĕ çинчен калакан пĕрремĕш саккуна 1873 çулта йышăннă. Паян Раççей Федерацийĕнче «Ÿсен-тăран карантинĕ çинчен» саккун вăйра тăрать. Пурĕ 120 çĕршывран 30 млн тонна ытла илсе килекен ÿсен-тăран продукцийĕнче 30 яхăн тĕрлĕ сăтăрçа тупса палăртни ăна çирĕп пăхăнма хистет.

Раççей Федерацийĕн чиккинче йĕркеленĕ карантин фитосанитари тĕрĕслевĕн пункчĕсенче (пĕтĕмпе вĕсем – 212) пĕлтĕр, сăмахран, 57 çĕршывран илсе килекен продукцире 35 тĕрлĕ сăтăрçа тупса палăртнă. Кăнтăр регионсенчи тавар уйрăмах иккĕленÿ çуратнине пытармаççĕ специалистсем. Унта амброзин 3 тĕсĕн вучахне тупса палăртнă. Ку сăтăрçă культурăллă ÿсен-тăрана пысăк сиен кÿрет. Сăмахран, куккурусран тата виртен 3 хут нумайрах шыв туртса илет. Сарăлса ÿснĕрен тата çирĕп тымар янăран культурăллă ÿсен-тăрансене вăй илме памасть. Çитменнине, амбрози хăрушă аллергенсенчен пĕри шутланать. Вăл вăрăпа сарăлать, вăрри вара тепĕр 40 çултан та шăтса тухма пултарать.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем каланă тăрăх, ку сăтăрçă-çум курăка Чăваш Республикинче те кашни çулах тенĕ пек тупса палăртаççĕ. Кăçал ăна Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсенчен илсе килнĕ 300 тонна хĕвел çаврăнăшра тата Саратов облаçĕсенчен илсе килнĕ 70 тонна фуражлăх тулăра асăрханă. Кăçал Калифорни чечек трипсĕ Итали хризантеми тата Нидерландсен азалийĕ, кĕлчечекĕ, хризантеми çинче куç тĕлне пулнă.

Саратов облаçĕнчен 70 тонна фуражлăх тулăпа каллех горчак çакланса килнĕ пирĕн тăрăха. Шупашкар районĕнчи пĕр общество теплицинче Кăнтăр Америка томачĕсене сăтăр тăвакан кĕве феромон капкăна лекнĕ. Тепĕр хутчен тĕрĕслев ирттерсен çакă çирĕпленмен. Ку сăтăрçă хăвăрт сарăлнипе тата тухăçа 35-100 процент таран пĕтерме пултарнипе палăрса тăрать. Чăннипе, пахча çимĕçе суйласа тăмасть вăл, баклажана та, пылак пăрăçа та, çĕр улмие те, шалçа пăрçине те кăмăллать. Сад-пахчара кăна мар, лавккари улма-çырла çинче те палламан хурт-кăпшанка асăрхасан специалистсемпе çыхăнмалла, тĕрлĕ сăтăрçă çулне çийĕнчех пÿлмелле.

Надежда Васильева, управлени ĕçченĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости