Кĕçĕн çулти ачасене çитермешкĕн малтан районта сĕт кухни пурччĕ, халĕ вăл çук. Вĕсем мĕншĕн ĕçлеме пăрахнă?
Алина ВАСИЛЬЕВА, Кÿкеç
Владимир ДУБОВ,Шупашкар район больницин тĕп тухтăрĕ:
– Чăваш Республикин «Ачаллă граждансене памалли патшалăх пособийĕсем çинчен» законĕпе килĕшÿллĕн ачашăн уйăхсерен паракан пособие çирĕплетнĕ. Икĕ çул тултарманнисене паракан сĕт хутăшĕшĕн тата ачасен ытти апачĕшĕн паракан компенсацие 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен асăннă пособи шутне кĕртнĕ.
Аса илтеретпĕр, пĕр çулталăк тултарман кăкăр çимен ачасене тăрантармашкăн ятарлă смесьсемпе усă кураççĕ, хăйĕн тытăмĕпе вĕсем амăшĕн сĕтне çывăх, çавăнпа вĕсене адаптациленнĕ смесьсем теççĕ. Сĕт кухнисем кăларакан апат (кефир, биолакт, сĕт) вара адаптациленмен апат шутне кĕреççĕ, адаптациленнĕ смесьсем пуррипе вĕсене питех ыйтмаççĕ. Çак сăлтава пула тата производство процесĕ санитари нормисене пăхăнманнипе Шупашкар районĕнче, республикăри чылай тăрăхри пекех, сĕт кухни хупăннă.
(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)