Сĕт хакĕ çырлахтарать-и?

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансем ытлашши сĕте сутса тупăш илме тăрăшаççĕ. Хăшĕ-пĕришĕн çакă – укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли пĕртен-пĕр меслет те. Анчах çуркуннехи-çуллахи тапхăрта халăхран пухакан сĕт хакĕ самаях чакать. Паллах, çакă ял çыннине хытă пăшăрхантарать, тĕрĕсрех каласан, çырлахтармасть. «Лавккасенче сĕт хакĕ çу кунĕсенче те пĕр пекех тăрать-çке, мĕншĕн çынсенчен ăна самай йÿнĕрехпе пуçтараççĕ?» – ÿпкелешеççĕ выльăх-чĕрлĕх тытакансем.

40 литр таран илсе тухаççĕ

Халăхран сĕт пухас ĕçпе паллашма, выльăх-чĕрлĕх усракансемшĕн çивĕч ыйтусене сÿтсе явма Мускав политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕнчен Александр Агафоновран, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕнчен – ял хуçалăх тата экологи уйрăмĕн пуçлăхĕнчен Сергей Ванюшкинран тăракан информкун ушкăнĕ виçĕмкун ир-ирех çула тухрĕ – 5 сехет çурă – шăп халăхран сĕт пуçтарнă вăхăт тĕлне Янăша çитрĕ. Çав вăхăтрах выльăх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем сĕт пахалăхне тĕрĕслеме пробăсем илчĕç.

Янăш ял тăрăхĕнче халăхран сĕте индивидуаллă икĕ предприниматель пухать. Паянхи куна иккĕшĕ те литршăн çынсене 18 тенкĕ тÿлеме шантараççĕ. Ялта ĕне усракансем пур – камăн пĕр ĕне, камăн иккĕ, сĕтлĕ пилĕк выльăх тытма ÿркенменнисем те çук мар. 85 çулти Раиса Охотникова пĕччен пурăнсан та ĕне, сурăхсем усрать, кашни ир сĕт пухакан машина патне 10 литрлă витрепе тухать. Людмила Тимофеева та ĕнесĕр пурăнмасть, ачисем пулăшнипе пахчари тата пай çĕрĕсем çинчи курăка çулса типĕтет, выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ утă-улăм хатĕрлет, вырăнти хуçалăхри бригадăра ĕçлеме те ĕлкĕрет.

«Ĕне усрани усă паратех, сĕт сутса çулталăкра 120 пин тенкĕ тупăш турăм», – пĕлтерчĕ пенсире пулсан та ĕç вырăнне пăрахман, çав вăхăтрах 2 ĕне тытакан тепĕр хĕрарăм, – «анчах та выльăх-чĕрлĕх усрама çăмăл мар. Апат хатĕрлесси, ĕнене пĕтĕлентересси, кĕтÿç тытасси тăкаклă. Сĕт хакĕ чакса пыни те пăшăрхантарать». Çапах та, тăкакĕ сахал мар пухăнсан та, ял çыннине сĕтлĕ выльăха усрани тупăшлă пулма пулăшатех.

Районта çынсенчен пухакан сĕт хакĕсем паянхи кун 15-18 тенкĕпе танлашаççĕ, индивидуаллă 6 предприниматель чĕр тавара Элĕк, Çĕрпÿ, Муркаш районĕсенчи сивĕтмелли пунктсене ăсатать. Сĕтлĕ выльăх тытакан 7 ял хуçалăх предприятийĕ юр-вара тирпейлекен пунктсене 19-24,5 тенкĕпе сутать.

Лару-тăрăва тĕрĕслеççĕ

«Чăваш Ен çыннисенчен 40%-чĕ ялсенче пурăнать. Республикăра туса илекен сĕтĕн 70%-чĕ хушма хуçалăхсене тивет. Хушма хуçалăх тытса тăрасси, сĕт сутасси – ял çыннисенчен нумайăшĕшĕн тупăш илмелли тĕп меслет пулса тăрать», – тенĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов эрне пуçламăшĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Йĕпреç районĕнче пулнă май. Министр халăхран пухакан сĕт хакне сыхласа хăварас ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев контрольлесе тăнине, вăл ял хуçалăх министерствине сĕт рынокĕнче çирĕп лару-тăру сыхласа хăварас тесен кирлĕ мерăсем йышăнма хушнине палăртнă. Республикăри сĕт хакĕ федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам хаксене тивĕçтерет. Хĕллехи тапхăрта вăл пысăкрах пулни рынокра юр-вар сахаллипе, ĕнесене тытса тăма тăкаклипе те çыхăннă. Çуркунне енне вăл йÿнелет, сăлтавĕ – чĕр тавар нумайланни. Çакă пĕтĕм Раççейшĕн, федерацин Атăлçи регионĕсемшĕн кăтартуллă. «Ĕçе пирĕн сĕт туса илекенсем, халăхран ăна пуçтаракансем тата юр-вар продукцине туса кăларакансем хăйсен çăкăрне ĕçлесе илме пултарччăр тесе йĕркелемелле», – палăртнă министр.

Информкун шайĕнче Çĕрпÿ районĕнче ял çыннисемпе тĕл пулнă май, Сергей Артамонов халăхран пухакан сĕтĕн вăтам хакĕ республикăра 16,4 тенкĕпе танлашнине, ку вăл пĕлтĕрхи асăннă тапхăртан 14% пысăкраххине, каланă. «Ку пачах та эпир паянхи лару-тăрупа кăмăллă пулнине пĕлтермест, çапах та кашни çулах çуркуннехи-çуллахи тапхăрта хуçалăхсенче ĕнесем пăрулама тытăннăран сĕт нумайланни унăн хакне витĕм кÿнине пурте ăнланатпăр», – палăртнă вăл. Министр çивĕч ыйтăва татса памалли çул-йĕре халăхпа сÿтсе явнă – ĕнесене хĕллехи-кĕркуннехи тапхăрта, сĕт хакĕ пысăк чухне, пăрулаттарма тăрăшма е сĕт пухас ĕçе колхозсен çумĕнче йĕркелеме сĕннĕ.

Сăмах май

Республикăра пурĕ 200 индивидуаллă предприниматель, потребитель кооперативĕ, райпо тата ял хуçалăх организацийĕ халăхран сĕт пухассипе тимлеççĕ.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости