Тавралăха вутран сыхлар

Шупашкар район вăрманĕсенче пушар тухас хăрушлăхĕн 3-мĕш класне палăртнă. Чăваш Республикинче вăл хальхи вăхăтра – чи пысăкки. Июнĕн 29-мĕшĕччен чи пысăк хăрушлăх Патăрьел районĕнче пулнă, çак кунсенче унта çумăр çунă. Пушар пулас хăрушлăха палăртмашкăн сывлăш температурине тата нÿрĕлĕхне шута илеççĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре куçса пыракан циклон палăрать, çитес вăхăтрах сивĕ антициклон килесси паллă. Паянтан республикăра çумăрсем пуçланĕç. Вăл пушар тухас хăрушлăха чакарсан та сыхăлăх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар. Аса илтеретпĕр: пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăссан штраф тÿлеме тивет: çынсен – 2-4 пин, должноçри çынсен – 15-30 пин, юридици сăпачĕсен 400-500 пин тенкĕ таран.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости