Тарифсем кăçалхи шайрах юлĕç

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоконференцире тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухнă.

ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков пĕлтернĕ тăрăх – кăçал тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме регионра 331,6 млн тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун тĕлне 248 тăлăх валли çурт-хваттер тунă тата туяннă. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнмалли çурт-йĕр туянма килĕшÿсем тăвассине тивĕçлĕ шайра йĕркелемен – тăлăх 6 ача валли, Красноармейски районĕ тĕлĕшĕпе те канашлура çакна палăртнă – 3 ача валли. Федераци бюджечĕн укçи-тенкипе çак уйăх вĕçлениччен усă курма, çурт-йĕр туянмалли аукционсем йĕркелессине кĕске вăхăтра вĕçлеме, килĕшĕвĕсене вăхăтра пурнăçлассине тивĕçтерме тĕллев лартнă.

ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Самаркин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Кăçал ку цифра 8960,4 гектарпа танлашать.

ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова 2015 çула Чăваш Республикин муниципалитечĕсенче граждансем коммуналлă пулăшусемшĕн хывакан тÿлев виçине улăштаракан индекссем çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх – 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тарифĕсем 2014 çулхи декабрь шайĕнчех пулĕç. Çулталăкăн тепĕр çурринче шывпа тивĕçтернĕшĕн тата шыв юхтарса кăларнăшăн тÿлев 12,2% таран ÿсме пултарать, ăшăпа тата электроэнергипе тивĕçтересси – 8,8%, газпа тивĕçтересси – 7,5%.

Сергей Безруков çавăн пекех республикăн 2013-2017 çулсенче «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» адреслă программине пурнăçлани çинчен каласа панă.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости