Таса урам – ял илемĕ

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи ялсенче Экологи çулталăкне халалланă субботниксем иртрĕç. Хорнсор ял старости Валентина Антипова йĕркеленĕ ĕçе 26 çын хутшăнчĕ.

Ял çыннисем урамри пĕлтĕрхи курăкпа çапăсене кĕреплесемпе тураса пуçтарчĕç. 4 çулти Арина Пикусова та хăйĕн тÿпине хыврĕ, пĕчĕкскер таса урамра, çерем çинче выляма аванраххине питĕ лайăх чухлать. Ял çыннисем, Хорнсор ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халланă палăк кирлине палăртса ял тăрăх пуçлăхĕ патне çырупа тухрĕç.

Кипечкасси ял старости Ян Прокопьев субботнике чăн уяв пек йĕркелерĕ. 30 ытла çын яла пăрăнса кĕрекен асфальт çул хĕррин икĕ енĕпе тураса тасатрĕç. Ял çыннисем пĕве хĕрринчи сăртра çамрăк сад йĕркелеме 30-40 улмуççи лартса хăварчĕç, пĕвери шывпа шăварчĕç. Субботнике хутшăннă чи аслă çын 61-ри Илья Павлов, кĕçĕнни – 5-мĕш класа каякан Дима Павлов пулчĕ.

Çак вăхăтра ял пĕви хĕрринче çамрăксем тупăшса вăлтапа пулă тытрĕç. Кунта вара Ян Прокопьевпа Михаил Смирнова çитекенни пулмарĕ, вĕсем чи пысăк карпсене туртса кăларчĕç. Дима Павлов аллине пĕр çутă карас лекрĕ. Пĕтĕмпе пĕвере 10 кг яхăн таякан 7 пулă тытрĕç. Кипечкассинчи Алик Павлов вара питĕ шыва кĕме юратать, спортпа туслă çамрăк шыва чăмса ишев тапхăрне уçрĕ. Арçынсем хуран çакса пулă яшки пĕçерчĕç.

Атăлъялсем те субботнике йышлăн хутшăнчĕç. Ял çыннисем клуб, палăк тата паттăрсене асăнса лартнă чăрăшсен паркĕнче тирпейлерĕç, каяшсене михĕсене тултарса машина çине тиерĕç. Владимир Матюшкинпа Дима Романов михĕсене Çĕнĕ Шупашкарти полигона леçрĕç. Ачасем, Ярославпа Святослав Тихоновсем тата Даша Матюшкина, сип-симĕс чăрăша сарă чечексемпе илемлетрĕç. Чи кĕçĕнни – 9-ти Таня Тихонова, асли – 66-ри Владимир Ильмендеров пулчĕç. Ял çыннисем ял варринчи çырмана та йĕркелĕх кĕртрĕç, чул сарчĕç. Унтан пĕве хĕрринелле тасатса анчĕç. Субботник çакăнпах вĕçленмерĕ-ха, пĕрлехи вăйпа кĕтÿ хапхине те юсама тухрĕç ял çыннисем.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости