Телее, пушар мар…

«Пулăшăр! Кунта пушар!» – тÿрех телефонпа шăнкăравласа пĕлтерчĕ «Солнечный берег» санаторин 2-мĕш корпусĕнчи пĕр пÿлĕмре пурăнакан каччă. Часах учрежденири сигнализаци те ĕçлесе кайрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – пушар сÿнтерекен 3 машина вырăна çитсе те ларчĕ.

Асăннă корпусри иккĕмĕш хутри пĕр пÿлĕмре алăк «çунма» пуçланă иккен. Канакансем вара унтан ирĕклĕнех тухма пултарайман, «вутлă унка» лекнĕ. Кÿкеçри 41-мĕш пушар чаçĕн сотрудникĕсем чи малтанах пÿлĕмри икĕ çамрăка çăлчĕç, урама илсе тухрĕç, çав хушăрах ыттисене те эвакуацилерĕç. Пушара сÿнтерме нумай вăхăт кирлĕ пулмарĕ.

41-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Сергей Краснов пĕлтернĕ тăрăх, пушар службин ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне кĕске вăхăтра тата лайăх пурнăçларĕç. Телее, ку вĕрентÿ кăна пулчĕ. Сăмах май каласан, çак санаторире вăл темиçе хутчен те иртнĕ.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости