Телей валли шурă çурт çеç çитмерĕ…

Хĕрачана арçын ача ятне парсан унăн шăпи те çирĕп çынăнни пекех пулса пырать – этемлĕхĕн черчен çуррийĕ евĕр мар. Шорккара пурăнакан Александра Павлова пиркиех каламан-и-ха çакна?

Мăйри кĕлентĕрлĕ ачалăх

Хулара çуралнă хĕр-хĕрарăма саппун çактарса кирпĕч йăттарăн-и паян? Пирĕн вулакан – редакци лотерейинче ăнăçнăскерпе парне патне кĕрсен паллашнăччĕ – аса илĕвĕ пĕтĕм ĕçе пăрахсах ăна итлеме хистерĕ.

Сăмах çине сăмах – Алекандра Николаевна пире хăйĕн ачалăхне те каласа кăтартрĕ. Çăмăл пулман вăл унăн, кукамăшĕ çумĕнче йăпшăнса çÿресех иртнĕ, унпах вăл вăрçăра икĕ урине те татнă кукашшĕне кÿмепе тĕксе çÿренине лайăх ас тăвать. «Хальхи мода çуртне хирĕçрех завод ларатчĕ, çакăнти тăкăрлăкпа кайсан путвал лавкки патне çитсе тухма пулатчĕ. Унта сĕт, сахăр паратчĕç. Уйăхра пĕрре – виçĕ литрлă бидонпа хăйма, – ачалăхри пурнăç ÿкерчĕкĕсене куçĕ умне кăларать хĕрарăм. – Кукаçи мăйран кĕлентĕр (сушка) çыххине шăрçа пек çактарса яратчĕ». Кукашшĕн пĕр хĕр кăна пулнă, çавăнпа та мăнукне вăл калама çук хытă юратнă. Çапла иртнĕ унăн ачалăхĕ. Кайран вара шăпа унăн çемйине Хурăнлăх ялне илсе çитерет. Кунти шкулта сакăр класс та вĕренсе пĕтереймест вăл – колхоз бригадирне ĕçлеме лартаççĕ. Ку ĕç пукан хуралланипех вĕçленмен, пĕве кĕнĕ хĕр ашшĕне – склад заведующине – пулăшас шутпа йĕтем çинче те тăрăшать. Ашшĕ тырă турттарать, хĕрĕ тарасапа виçсе тăрать. Ĕçри çакăн пек каçсенчен пĕринче вăл Шоркка яшĕпе паллашать. Тĕрĕссипе вăл пулас мăшăрне Виталие Кÿкеçре Лента тĕртекен комбинатри кавир цехĕнчех тĕл пулнă-ха. «Поселок çыннисем, çÿлтикассисем çÿретчĕç унта ĕçе. Валерий Вершинин хĕрĕпе 5 пин тенкĕ ытла тăракан çăм кавирсем тĕртеттĕмĕр», – аса илмелли темĕн чухлех Александра Павлова пурнăçĕнче. Кайран вара йыснăшĕ ăна колхоз столовăйĕнче вăй хума ÿкĕте кĕртет. Хурăнлăхри «Дружба» колхоз столовăйĕнче апат пĕçерме тытăнать вăл. Ун чухне хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче колхозра вăй хуракансем 400-тен те иртнĕ. Пурне валли те çителĕклĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ – уя тухса çитернĕ. 1964 çулта Виталий Александрăна мăшăрĕ пулма ыйтать. Телейлĕ çемьере виçĕ ача çуралать.

Аслисене, хĕрĕсене, ура çине тăратса качча пама кăна ĕлкĕреççĕ – шартлама хĕлле вĕсен килне инкек пырса шаккать.

Аслă çын пурнăçĕ

1980 çул. Январь уйăхĕ. Пĕтĕм Шупашкар районĕ Апаш сăрчĕ çинче çаврăнса ÿкнĕ çăмăл машинăра ултă çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлни пирки хурланать. Эрнеренех инкек çав вырăнта Виталий Лазаревичпа мăшăрне сыхлать. «Хăлхана çурасла çуйхашакан тормоз сасси, чÿрече кантăкĕсем – чăл та пар!» – икĕ теçетке çул каяллахи хăрушă ÿкерчĕке куç умне кăларать ватă. Вĕсене, хăйсен умĕн аварие лекнĕ çынсемпе танлаштарсан, ытларах ăнать, анчах та йывăр суран вырăн çине чылайлăха пăталать. «Кĕпепе çуралнă эсир», – терĕ пире Карантай çынни, Рита санитарка. Кĕрнеклĕскер, больницăна вăл йăтса кĕчĕ. Гипс хурса киле ячĕç», – аса илет Александра Николаевна. Çак самантран вара улттăри Юрăшăн, çемьери кĕçĕннишĕн, чăн-чăн аслă çын пурнăçĕ пуçланать. Амăшне хăрушă авари хыççăн вăй, суранĕсене – ÿт илме мĕн тери йывăр пулнине вăл кăна пĕлет. «Шыв пырса ĕçтеретчĕ, витсе яратчĕ, апат та çитеретчĕ», – хумханнăран куççульне ирĕке ярать амăшĕ. Çакăнтанпа Юра ăна самантлăха та хăйĕнчен хăварман.

Шел те, ашшĕне мăнукĕсемпе йăпанма пÿрмен – йывăр аманнине пула унăн ĕмĕрĕ татăлать. Пурнăç темле сурана та сиплет, вăл пĕр вырăнта тăмасть. 2000 çулсен пуçламăшĕнче Юра та салтак тивĕçне пурнăçласа таврăнать. Амăшне çурта тĕреклетсе çĕнĕрен купалама ÿкĕте кĕртет. Мĕншĕн такама пуç çапмалла? Çав вăхăт тĕлне Александра Николаевна та ăста каменщикрен кая мар кирпĕч хума вĕренсе çитет. «Эпĕ ĕçрен килнĕ çĕре раствор, кирпĕч хатĕр пулччăр! – теттĕм. – Кайран вара кÿршĕ-аршă та пулăшу ыйтма тытăнчĕ. Камăнне сарайне хăпартмалла, камăнне пристройне, камăнне лаçне – нихăçан та турткалашса тăман», – каласа парать пултаруллă хĕрарăм. Шорккари «Первомайская» урамра вĕсен çурчĕ яла пырса кĕрсенех пĕрремĕш, Александра Павлова 38-мĕшĕ таран кирпĕч хуман çурт юлман. Хăйсенне вара çуртне кăна мар, патша çуран çÿрекен вырăна та кирпĕчрен купаланă теççĕ.

Ĕçлени çын валли пулсан та вĕренни хăвăншăн тесе ахальтен каламан. Амăшне кура Юра та ĕç çумне çамрăклах çыпçăнать. Хуралтăна та хăех купалать. «Халĕ эппин пурнăçпа савăнмалли кăна юлать сирĕн», – ăннă ывăлĕ-кĕрÿшĕсемшĕн савăнса сăмах хушатпăр хамăр та. Асламăшĕн чун йăпатмăшĕ – пĕрле пурăнакан икĕ мăнукĕ. Ялти «Туслăх» пултарулăх ушкăнĕ те пулăшать. «Валерăпа Вера Виноградовсем шур пÿртре ларса çитет, атя юрлама тесе унта çавăтса кайнăранпа вунă çул та çитрĕ пулĕ», – каласа парать Александра Николаевна. «Нумай пулать сире курманни», «Пирĕн лаша хура тур» – Николай Сусарин ертсе пыракан халăх хорĕн юррисене куракан хапăл тусах йышăнать. Пĕлтĕр концертпа Раççей регионĕсене те çитсе килнĕ вĕсем, Мускава – пурĕ виçĕ хутчен!

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости