«Телей кайăкĕ» алăра

Тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем хваттерлĕ пулчĕç

Çамрăклăх – этем пурнăçĕнчи чи илемлĕ, чи асамлă, чи чаплă тапхăр, шырав, ĕмĕт-шанчăк вăхăчĕ. Çĕнĕлĕхсем патне талпăнни, хăвăн çул-йĕрне шырани – акă мĕн пĕтĕçтерсе тăрать пурнăç çулĕ çине тинтерех тухакан яшсемпе хĕрсене.

Раççейре июнĕн 27-мĕшĕнче Çамрăксен кунне паллă тума йышăннă. Ăна халалласа Кÿкеçри культура çуртĕнче те анлă мероприяти иртрĕ. Пухăннисене уявпа саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Альбина Егоровăпа Вячеслав Рафинов килсе çитрĕç. «Республика Правительстви те, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çамрăксен политикине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, республикăра çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ», – пухăннисене уявпа саламланă май Чăваш Енре çамрăксене аталанма майсем нумаййине палăртрĕ Альбина Егоровна. Çак кунсенче 14 çул тултарнă çамрăксем унăн аллинченех тĕп документа – паспортсене – илме тивĕçрĕç. Район пурнăçне хастар хутшăнакан, пултарулăхпа палăрса тăракансене те палăртмасăр хăвармарĕç çак кун – Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă 6 çамрăкшăн çак кун уйрăмах савăнăçлă тата пĕлтерĕшлĕ пулчĕ-тĕр. Кÿкеçре пурăнакан 18 çулти Наталья Савельева аллине те хваттер çăраççи лекрĕ. Шăпи çăмăл килмен унăн – тăван амăшĕ тин çеç çĕр çине килнĕ тĕпренчĕкне утьăкка сиктерсе ÿстерес темен, пĕччен ура çине тăратаймасран шикленнĕ-ши? Юрать, хĕрачана пысăк чун-чĕреллĕ çынсем усрава илнĕ. Анчах кунта та шăпа тикĕс пыракан пурнăç çулне айккине пăрса янă – хĕрачан çĕнĕ ашшĕ-амăшĕ аварие лексе пурнăçран уйрăлнă. Пĕрремĕш хут мар ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă хĕрачана «иккĕмĕш» аслашшĕпе асламăшĕ хăйсен çунатти айне илнĕ. Хĕрача хăй те вĕсенчен уйрăласшăн пулман, 11 çул ытла туслă пурăнать çемье.

Паян Наташа Шупашкарти пĕр колледжра парикмахер ăсталăхне алла илессишĕн тимлет. Хваттерлĕ пулнишĕн, паллах, хĕпĕртет. «Чи малтанах унта хăтлăх кĕртĕп, илемлетĕп, сĕтел-пукан вырнаçтарăп», – тинех хăйĕн кĕтесĕ пурришĕн чунтанах савăнни курăнать унăн сăмахĕсенче. «Иккĕмĕш» асламăшĕ Алевтина Васильева та унпа пĕр шухăшлă, яланах пулăшма хатĕр. «Патшалăха тавтапуç тăлăхсене манманшăн», – тет вăл хумханăвне пытарма хăтланса.

Хваттер çăраççиллĕ пулнă çамрăксем çав кунах Вячеслав Рафинов ертсе пынипе Ишлей салине çитрĕç – «телей кайăкĕ» алăра пулнине хваттерсене куçпа курсан кăна туйса илчĕç. Ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕнине ĕненмесĕр хваттер пÿлĕмĕсене пăхса çаврăнчĕç, хăйсем кăмăллă пулнине пытармарĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн, паллах, вĕсем хваттерĕсен сăн-сăпатне хăйсене килĕшнĕ пек йĕркелĕç, хальлĕхе вара хăйсен кĕтесĕ пурри вĕсемшĕн – пысăк телей.

Сăмах май

Райадминистрацин çуртйĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн кăтартăвĕсемпе Шупашкар районĕнче 2016 çулта тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тĕллевпе 7,4 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çав укçатенкĕпе пĕлтĕр Ишлейре 8 хваттер туяннă. 2017 çулта 12 çамрăка пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелле, вĕсенчен 10-шĕ Ишлейре хваттерсем илнĕ.

Райадминистрацин вĕрентÿ уйрăмĕн опекăпа попечительство пайĕн кăтартăвĕсемпе, 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă 123 ача пурăнмалли çуртйĕрлĕ пулма черетре тăрать.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости