Техникăпа пĕр чĕлхе тупсассăн

Станок умĕнче хăйне шыври пулă пекех туять вăл: токарь ĕçĕ ирхи çичĕ сехетре пуçланать те апат вăхăчĕ çитни те сисĕнмест, тăваттăра вара киле кайма та вăхăт. Валентин Ивановăн ĕç кунĕ ытти нумай-нумай рабочирен нимпе те уйрăлса тăмасть-тĕр, анчах та вунă çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнăскершĕн пенсири вăхăта усăллăрах ирттермелли урăх мел çук та тейĕн.

«Ĕç çыннин çулталăкĕ» рубрикăн черетлĕ геройĕ Матикассинче çуралса ÿснĕ. 1972 çулта шкул пĕтернĕ вăл, çакăн хыççăн Шупашкарти ЗЭИМра литейщикре ĕçлесе опыт пухма тытăннă кăна – çара кайма ят тухнă. Салтак тивĕçне Беларуçре уйрăмах хăрушлăхлă объектсенче пурнăçлама тивнĕ унăн, ядер бомбăсем хатĕрленĕ çĕрте. Çакă, паллах, сывлăхшăн пĕр йĕрсĕр иртме пултарайман. Анчах та унчченхи взвод командирĕ хĕсмет пурнăçне аса илсе паян та шÿтлеме кăмăл тупать: «Пенсие те тухрăм, пурăнатăп вĕт-ха!»

Икĕ çултан тăван ене таврăнсан ĕнерхи салтак ЗЭИМа тепĕр хут ĕçлеме вырнаçать – хĕсмет чун туртнă ĕçрен пистермен. Кунта пилĕк çул токарьте тăрăшать вăл. Анчах та ĕç – ĕçпе, çапах çемье пурнăçĕн те хăйĕн вăхăчĕ-çке. Турă çырнине Валентин Иванович Мишерте шыраса тупать. Çемьене, тăван киле çывăхрах пулас тĕллевпе хăнăхнă профессийĕпех Ишлей совхозне ĕçе вырнаçать. Кунта токарьте вăй хунă тепĕр пилĕк çул унăн ăсталăхне ÿстерме шăпах пулнă. Республикăра паян аван пĕлекен, çав вăхăтра сулмаклă аталанса пынă «АБЗ» предприятире шăпах çакăн пек пысăк класлă специалистсене кĕтнĕ те. Çакăнта пуçласа пырса кĕнĕренпе вăтăр иккĕмĕш çула кайнă ĕнтĕ – анчах та Валентин Иванов паян та хăй пăхăнтарнă пĕрремĕш станокăн техника уйрăмлăхĕсене практикантсене хут çине пăхмасăрах пĕр такăнмасăр каласа пама пултарать. Битум ирĕлтерекен аппарат-и, транспорт хатĕрĕсен запчаç пайĕсене тăвакан агрегат-и – уншăн этеме кирлĕ мар машина çук. «Ак çакă, 1973 çулта туса кăларнăскер, 23-мĕш çул усă кÿрет. Унпа кирек мĕнле тимĕре, запчаç пайсене касса кăларатпăр, – паллаштарать хăйĕн ĕç вырăнĕпе Валентин Иванович. – Çамрăк чухне вĕренни яланлăхах ăсра юлать, каяраххине вара ăша хывма йывăртарах». Шкул хыççăн ЗЭИМра техникăсемпе ĕçлеме вĕренни Асфальтпа бетон заводĕнче уншăн чухах пулнă. Те çакăнпа, те чăнах та станокпа пĕр чĕлхе тупма пултарнипе вăл станок хăйне итлемесĕр шар кăтартнине пачах та ас тумасть. Малтанах кунта битум ирĕлтерекен техникăна шаннă ăна, унтан – котельнăй установкисен операторĕн тивĕçне. Хăй вăхăтĕнче коммунизмла ĕç работникĕн ятне те илнĕ.

Тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене, ыттисене тĕслĕх кăтартакансене тав хучĕсемпе, грамотăсемпе чысласси заводра тахçанах йăлана кĕнĕ. Валентин Ивановича та професси уявĕн кунĕнче вĕсемпе пĕр çул сиктермесĕр хавхалантараççĕ, укçан преми панине те ас тăвать вăл. «Ку хутсем икĕ теçеткерен те иртрĕç ĕнтĕ», – сăпайлăн сăмах хушать Ĕç ветеранĕ. Тăватă теçетке çул… Ĕç стажĕ унăн çакăнтан кăшт ытларах. Çĕршыв экономики шăпах çак ăру çыннисен куçĕ умĕнче вăй илсе тĕрекленнĕ. Çак хушăра курман-тăр вĕсем! 1984 çул. Асфальтпа бетон заводĕнче пушар. Битум 160-180 градус таран хĕрсе çитнĕ, сÿнтерме патне пыраймастăн. «Вун икĕ пушар машини çитсе чарăнчĕ. Çулăма сарăлма памарĕç», – Валентин Иванович кун пирки, паллах, аса илме юратмасть. «Юратнă ĕçре те йывăрлăхсем пулаççĕ-и?» – ыйтăва вара вăл çапларах хуравларĕ: «Йывăр вăхăтсем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пулнă, халĕ вĕсем хыçа юлнă». Çĕршыв экономикăн кăткăс тапхăрĕсене тÿснĕ çулсенче ĕç укçине таварпа – çăнăх-кĕрпепе, сахăрпа т. ыт. те – тÿлени пирки аслă çулсенчи чылай çынран илтме тивет. Ку вăхăтсене АБЗ ĕçченĕсем те тÿссе ирттернĕ, анчах та ĕçрен пăрахса кайман. Çакăншăн вара Валентин Иванович паянхи кун та ÿкĕнмест. Ĕç çынна тытать, çын хушшинче хисепе кăтартать. Мăшăрĕпе пĕрле кирлĕ профессиллĕ ачасем çуратса çитĕнтернĕ: строитель те, медицина ĕçченĕ те. Паян та тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăрах хăнăхнă маршрутпа ир-ирех ĕçе çитме çула тухать. «Сывлăх пур чух ĕçлесчĕ-ха», – тет вăл кăмăллăн. Эрех-сăрапа иртĕхмен çынсен çумне чир-чĕр çулăхманнине ĕненсен çакăн пек вăй хуни çулсем пирки те манма пулăшать тейĕн. Кăна Валентин Иванович пирки те калама пулать. Футболла выляса ĕнер кăна завод командин чысне хÿтĕленĕ пек туйăнать уншăн – вăхăт калама çук хăвăрт иртет çав. Хăвăн хыççăн ĕçре те, ял çинче те, çемьере те хисеплĕ ят хăварсан çакăншăн ÿпкелешме сăлтав çуках.

Виктория Вышинская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости