Тилĕсем мĕн шыраççĕ?

— Кăçалхи хĕлле тилĕсем хăш-пĕр ял çывăхнех пырса тухни пирки илтрĕм. Вĕсене тытма юрать-и?

Вера Филимонова, Алькеш

Владимир МАТЬЯНОВ, Шупашкар районĕнчи чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ:

– Ку чĕр чунсем ял çывăхне апат шыраса тухма пултараççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем уртаракан чир инфекциллĕ маррине никам та шантараймасть.

Çак кунсенче кăна-ха района тискер чĕр чунсен уртаракан чире хирĕç иммунизацийĕ валли 1875 доза вакцина çитрĕ. Тискер чĕр чунсем пурăнакан тата тĕл пулакан вăрманлă вырăнсенче, уйрăмах тилĕ йăвисен çывăхĕнче хальхи вăхăтра Госохотрыболов службин ĕçченĕсемпе пĕрле вакцина брикечĕсене хура-хура тухатпăр. 1 пин тăваткал метр лаптăк çинче вĕсене 20-25-шер хумалла. Вакцинăсем те, специалистсем те çак ĕçе пурнăçлама çителĕклĕ – уйăх вĕçлениччен ĕлкĕрĕпĕр. Ку ĕçе навигаторпа йĕркелесе пыратпăр, мĕншĕн тесен вакцина вырăнĕсем патне тискер чĕр чунсем çитнипе çименнине тĕрĕслеме тепĕр хут таврăнмалла. Ял çывăхĕнче хунă вакцина юлашкийĕсене çунтарса ямалла.

Иммунизаци тискер чĕрчун вакцинациленнĕ хыççăн 21 кунран пуçланать, 12 уйăха тăсăлать. Уртаракан чир-чĕр ерессинчен хÿтĕленме профилактика мероприятийĕсем анлăн пурнăçлансан та ял çывăхне тухакан тилĕсене тытма сĕнместпĕр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости