Типĕре пĕрлешме юрать-и?

Типĕ тытмалли вăхăтра туй тума юрамасть тенине илтнĕ. Çавăнпа та чылайăшĕ хăна-вĕрле пухмасть çак тапхăрта. Эпĕ ăнланнă тăрăх, венчете тăрса мăшăрланакансен кăна типĕ вăхăтĕнче туй тума юрамасть, ыттисен, ЗАГС уйрăмĕнче кăна пĕрлешекенсен, вара юрать. Тĕрĕсех шухăшлатăп-и е йăнăшатăп-и?

Виктория КУРАКОВА, Çырмапуç

Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:

– Православи тĕнне ĕненекенсен типĕ тытмалли вăхăтра туй тума, урăхла каласан, венчете тăма юрамасть. Çак тапхăрта чиркÿре пил илме май çук. ЗАГСра çырăнмашкăн вара чару лартман. Турра ĕненекен каччăпа хĕрĕн, паллах, чиркÿре венчете тăрса, Турă умĕнче пĕрлешмелле. Çак пĕлтерĕшлĕ утăма тумашкăн вара çемье çавăрнине ĕнентерекен документ та кирлĕ.

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости